АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăк тусĕсем

25 апреля 2012 г.

Юр ирĕлсе пĕтнĕ май ĕçсем хушăнсах пыраççĕ: тавралăха çÿп-çапран тасатмалла, çамрăк йывăçсен турачĕсене иртмелле тата ытти те.Федераллă казначействăн Чăваш Республикинчи управленийĕн пай начальникĕ Николай Андреев пĕр кунхине çапла сĕннĕ: Элĕкри культурăпа кану паркĕнче йывăç-тĕм лартар мар-и; Ара пархатарлă ĕçрен кам-ха пăрăнма хирĕçлĕ; Казначейство ĕçченĕсем тÿрех килĕшнĕ, кану паркне çул тытнă. Тĕрĕссипе, вĕсем темиçе çул каялла лартнă хăш-пĕр йывăçсем çын кĕлетки çÿллĕш те çĕкленнĕ ĕнтĕ. Анчах çÿлелле каяйманнисем те пур: пĕрисене сăтăрçăсем хуçнă, теприсем вăй илеймен. Çавăнпа ăшă та хĕвеллĕ кунра йывăç-тĕм лартма йышпа тухрĕç. Хурăнсемпе хырсем йышăнакан территорие тасатма та ÿркенмерĕç.

Казначейство ĕçченĕсем çу каçипех культурăпа кану паркĕнчи çамрăк хунавсене пăхса тăма тĕллев тытрĕç.

К. ПЕРОВ.

Ÿкерчĕкре: хыр лартаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика