25 апреля 2012 г.
Ял пуласлăхĕшĕн тăрăшакан çынсем пур çĕрте те пур. Акă Лариса Красновăнах илсе пăхар. Вăл ялшăн тăрăшать, кунта пурăнакан çынсене культура ĕçне явăçтарать. Сăмах Шĕнтреш çинчен пырать. Пысăках мар икĕ урамлă ялта çын шучĕ те савăнтармасть. Çапах та Лариса Владимировна кун-çул уттинчен юлмасть, тĕрлĕ мероприятисем ирттерет. Халăха унта хутшăнтарать. Шĕнтреш клубĕн заведующийĕ пулнă май çулсерен ял уявне йĕркелет. Эскетен ялĕнчен качча килнĕскер культура çурчĕн заведующийĕнче ултă çул ĕçлет. Чи малтанах колхозра тимленĕ, зоотехникра вăй хунă. Мăшăрĕпе туйла пĕрлешсе çемье çавăрни, çак ялта пурăнма пуçлани çирĕм пиллĕк çул çитнĕ. Лариса Краснова качча килнĕренпех ялти депутат. Ача чухне те, çамрăк чухне те питĕ хытă юрлама, ташлама юратнă. Халĕ те пултарулăх ĕçĕнчен уйрăлмасть. Акă Людмила Лукинапа иккĕшĕ тăтăшах юрлама Ураскилтри культура çуртне васкаççĕ.
Ларисăпа мăшăрĕ виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. 2006 çулта тата тепĕр ачана çемье ăшши парнеленĕ. Халĕ ĕнтĕ ачи-пăчи ÿссе çитнĕ вĕсен. Чи кĕçĕнни пĕлĕве Шупашкарти пĕр колледжра ÿстерет.
Анжелика
СИЛИВЕСТРОВА.