25 апреля 2012 г.
Пÿлĕм алăкне Элĕкри Васса Иванова уçрĕ.
– Райхаçатăн çĕнĕ кăларăмĕ патне килтĕм. «Пурнăç çулĕпе» хаçат пур-ши; – ыйтрĕ вăл редакци ĕçченĕсенчен.
– Нумай пулмасть кăна почтăран илсе анчĕç. Паянхи хаçат сĕтел çинчех выртать, – пĕлтерчĕç çамрăксем.
Васса Ивановна ĕçченсене тав турĕ те пукан çине вырнаçса ларчĕ.
– Пĕр вăхăт канса илем-ха, – терĕ ватă çын.
– Эсир хăвăрăн кунçул çинчен кĕскен те пулин каласа параймăр-ши; – тилмĕрсе пăхрĕ Светлана Павлова.
– Хирĕç мар, халĕ килте темех тăвас çук, пушă самант пур чух вара сăмах-юмах вакласа илме те кăмăллă. Кăçал ноябрь уйăхĕнче 85 çул тултаратăп. Апла пулин те хаçат-журнала алăран ямастăп, кĕнеке вулама та юрататăп, – пĕлтерчĕ Васса Ивановна.
Ватă çын халĕ çамрăк чухнехи пек çăмăллăн çÿреймест: ара çулсем çулсерен малах шăваççĕ-çке. Вăй-халĕ те малтанхи мар. Çавах та килте ларнипе çеç çырлахса пурăнма пултараймасть: утать, çÿрет – çынпа курнăçса калаçать. Васса Иванова пурнăçра хĕн-тертне сахал мар тÿснĕ. Çавăнпа каласа памалли те нумай. Анчах та йывăрлăхсене аса илес те килмест унăн. Çавах та ыйтакансене хăйĕн пурнăçĕнчи хăшпĕр саманчĕсене уçса пама хирĕçлемест.
Васса Ивановна 1927 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Пĕчĕк Йăлкăш (Яжуткино) ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ çĕр ĕçĕпе ĕçлесе пурăннă. Колхоза кĕнĕ. Васса 1935 çулта шкула çÿреме пуçланă. Тимĕрçкасси ялĕнчи хурал пÿртĕнче пуçламăш пĕлÿ илнĕ.
– 1941 çулхи июньте Юлăш вăрманĕнче вырнаçнă пионерсен лагерĕнче канаттăмăр. Пĕр кунхине пире вăрçă пуçланни çинчен пĕлтерчĕç. Хыççăнах ачасене киле ăсатма пуçларĕç. Эпĕ те, ыттисем пекех, аттепе анне патне таврăнтăм, – пуплет В.Иванова.
Вăйпитти арçынсене фронта ăсатма пуçланă, ялта юлакансем – ватăсемпе вĕтĕсем. Вассăн та вăрçă пуçланнă çулхи октябрьте ашшĕнчен уйрăлма тивнĕ. Вăл та тăшмансемпе çапăçма тухса кайнă. Амăшĕ тăватă ачапа тăрса юлнă. Пурнăç çăмăллăн шуман. 1941 çулта, ултă класс пĕтернĕскерне, шкул валли вутă хатĕрлеме вăрмана ĕçлеме янă. Йывăçа пăчкăпа касмалла-çке. Çитменнине вăй-хал та çирĕпленсе çитмен. Анчах та вăрманта ачашлакан çук, чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх çеç йывăрлăха çĕнтерме пулăшаççĕ. Çакна лайăх ăнланнă Васса Ивановна. Çавăнпа нăйкăшма сăлтав шыраман, хушнă ĕçе чун-чĕререн пурнăçланă.
Вăрçă çулĕсенче Йăлкăш, хыççăн Элĕк шкулĕсенче ăс пухнă. Райцентрти шкулта вĕреннĕ чухне те вутă хатĕрлеме тивнĕ.
– Ялтан шкула çуран çÿренĕ. Утмаллăх пурччĕ. Пĕррехинче кашкăр кĕтĕвне тĕл пултăмăр, юрать-ха вĕсем пире тапнăмарĕç, киле тĕрĕс-тĕкел çитрĕмĕр. Вĕренме çăмăл марччĕ. Шурă хут çукран тахçанхи хаçатсене тетрадь пек касса хатĕрлеттĕмĕр. Эпĕ пĕр вăхăт аттен «Парти историйĕ» ятлă кĕнеке çине çырса пурăнтăм. Çывăх çын фронтран посылкăпа шурă хут ярса пани чылай пулăшу кÿчĕ. Вĕренÿ вăхăтĕнче нушине куртăмăр пулин те вунă класс пĕтерме пултартăм. Алла аттестат тытни ĕмĕрлĕхе асра юлчĕ, – васкамасăр калаçрĕ ватă.
Васса Ивановна шкул пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренеймен, мĕншĕн тесен йăмăкĕсене çул уçса пама кăмăл тунă. Хĕр нумай шутласа тăман, 1945 çулхи июльте редакцие ĕçлеме вырнаçнă. Кайрантарахпа Йăлкăшри вулав çуртне куçнă. Унăн колхозра та вăй хума тивнĕ: звеньевой, бригадир, ферма заведующийĕ пулнă. Иртен пуçласа каçчен ĕç вырăнĕнчен уйрăлман. 1950 çулта ăна Йăлкăш ял совечĕн секретарьне çирĕплетнĕ. Ку должноçре сакăр çул тимленĕ. Ял совет председателĕнче те ултă çула яхăн ĕçлеме тÿр килнĕ. Хыççăнхи ĕç биографийĕ райĕçтăвкомпа çыхăнать. Элĕкри тĕп больницăн тĕп врачĕн хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕнче, районти çыхăну узелĕн начальникĕн çумĕнче ĕçлет. 1976-мĕш çултан пуçласа 1982 çулччен – районти социаллă пулăшу пайĕн ертÿçи. Пенсие тухсан та тытăмри ĕçрен уйрăлман. Çавăн пекех вăл прокуратурăра та курьерта тăрăшать. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 53 çулпа танлашать.
Обществăлла ĕçсенчен те пăрăнмасть. Колхозри комсомол организацийĕн секретарĕ, районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ, профсоюз организацийĕн секретарĕ пулнă май халăхпа ялан çыхăну тытнă. Васса Ивановнан патшалăх наградисем нумай.
Ватă пулин те кĕнеке нумай вулать, кроссворд шутлать.
– Манăн çулсем – пысăк пуянлăх, – терĕ вăл юлашкинчен редакци ĕçченĕсене.
Юрий КОРНИЛОВ.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.