28 апреля 2012 г.
Ватлăх кунĕсенче ачалăхпа çамрăклăх çулĕсем, мĕн курни-тÿсни аса килеççех çав. Шăпах çакă уçăмлă курăнчĕ Элĕкри культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ «Чи маттур асанне» шоу-программăра. Юрласа та, ташласа та кăтартрĕç асаннесем çак хаваслă концертра, спорт вăййисенче тупăшрĕç, юмах ярса юптарчĕç.
Шоу-программа спонсорĕ – потребительсен «Çемье кредичĕ» кооператив. Концерта асăннă организацин специалисчĕ Вероника Дмитриева ертсе пычĕ, хăй те юрăсем юрласа саламларĕ.
«Чи лайăх кулинар рецепчĕ» номинацире Зоя Лукишова çĕнтерчĕ, «Чăн-чăн артист пекех» номинацире Клавдия Степановăна çитекенни пулмарĕ, Дарья Афанасьева вара чăннипех ылтăн алăллă иккен, Галина Краснова – «Чи класлă асанне», Римма Михайлова – «Пуринчен те лайăх тăхăнни», Надежда Иванова юмах юптарма ăста.
Конкурс пурин кăмăлне те çĕклерĕ.
Л.СЕМЕНОВА.