АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак арăмĕ – çичĕ ача амăшĕ

28 апреля 2012 г.

Ураскилт ялĕнчи Лука Ефремович Давыдов вăрçăн тумхахлă çулĕпе тăватă çул утнă. Темиçе хутчен те аманса юнне те сахал мар юхтарнă. Питĕ шел, юратнă арăмĕ, ачисем патне таврăнма шăпи тухман унăн.

Арăмĕн, Мария Сергеевнăн çичĕ ачине çитерме çăкăрĕ, пÿртне ăшăтма вутă-шанки çитсе пыман. Мария аслă ачисемпе вăрман касма çÿрет. Выççине чылай тÿснĕ пулин те, ырă малашлăха шанса пурăннă çемье.

– Ачасем килти хуçалăхра тĕрек пулчĕç маншăн. Ывăлăмсем хĕллехи вăхăтра вăрман касма çÿретчĕç. Наçилккапа çĕр йăтса çул тунă çĕртен те юлмарĕç, – каласа паратчĕ çичĕ ача амăшĕ.

Хĕрĕсем те ĕçчен ÿснĕ Мария Сергеевнăн. Вăл ватлăх çулĕсенче те ырринех кураймарĕ. Урине суранлатса чылай вăхăт вырăнпах выртрĕ. Çитмĕл сакăр çула çитсен ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ.

Ливерий ФЕДОРОВ,

обществăлла корреспондент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика