АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăста аллинче ĕç вылять

28 апреля 2012 г.

Ÿркенмен ăста пулнă, теççĕ. Юнтапа ял тăрăхне кĕрекен, Пиçенер ялĕнче пурăнакан Савелий Васильевич Васильевпа тĕл пулса калаçсан çак каларăш пушшех те çирĕпленчĕ.Чей ĕçесчĕ

пылпалла...

Юнтапа ял тăрăхĕнче Васильевсем чылай çул вĕлле хурчĕсем тытаççĕ. Кил хуçи арçынĕ хуртсемпе хăй çамрăк чухнех ĕçлеме пуçланă.

– Свердлов ячĕллĕ хуçалăхра механизаторта, комбайнерта тăрăшнă. Килтен ир-ирех тухса кайнă. Çĕрĕ-çĕрĕпе суха тунă е тырă вырнă вăхăт та сахал мар пулнă. Çавăнпа та хуртсемпе туллин ĕçлеймен, – сăмахлать Савелий Васильевич.

Пыл хурчĕсене килте тытас тĕллевпе хăйсен тăрăхĕнчи аслă ăрури çынсем патне вĕренме те кайса çÿренĕ арçын.

– Çитмĕлмĕш çулсенче вĕлле хурчĕсен йышне палăрмаллах ÿстертĕм. Хуртсене мĕнле пăхассине ятарласа çырăнса илнĕ литературăна вуласа вĕренеттĕм. Сăмах май каласан, пыл хурчĕсен чир-чĕрĕсене те асăннă литература тăрăх сиплетĕп, – тăсать калаçăвне кил хуçи.

Вĕллесен йышĕ Васильевсен паян икĕ теçеткерен те иртет. Йышлă хуртсене асăрхаса тăма пушшех те йывăр. Вĕсене валли ятарлă пÿлĕм хатĕрленĕ. Сивĕсенче палăртнă температурăна тытса тăрас тĕллевпе хутса ăшăтмалла тунă. Пыл тухăçлăхне ÿстерме çÿçе, акаци, америка вĕренине лартнă.

– Вĕлле хурчĕсене сĕткен пухма майсем пур. Çарансем çинче тĕрлĕ курăк ешерет çу кунĕсенче. Анасем çинчи хыт-хура та пысăк пĕлтерĕшлĕ хуртсемшĕн. Çÿçе, йăмра йывăççисем пысăк тухăç илме пулăшаççĕ, – тет С.Васильев хăш-пĕр вăрттăнлăхсемпе паллаштарнă май.

Кил хуçи арçынĕ палăртнă тăрăх, çемьере пурте пыл хурчĕсемпе пĕр чĕлхе тупнă. Вера Архиповна библиотекăра ĕçленĕ пулин те мăшăрĕпе час-часах пыл юхтарас ĕçе хутшăнать, ылтăн хуртсемпе çыхăннă ытти ĕçсене те пурнăçлать.

Васильевсен виçĕ хĕр пулсан, Ольгăпа Люба хуртсенчен хăрамаççĕ. Хуларан канмалли кунсене килсен çу кунĕсенче вĕллесем патĕнче ашшĕпе пĕрле ĕçлеме кăмăллаççĕ.

Васильевсен тутлă та усăллă çимĕçе киле пырса илеççĕ.

Алли çыпăçуллă

Ĕçре пиçĕхнĕ арçын тивĕçлĕ канура та ахаль лармасть. Пушă вăхăтпа усă курса Савелий Васильевич тĕрлĕ техникăпа кăсăкланать. Инженерта тăрăшаканскер техникăна аванах ăнланать. Авă мотоцикл тахçанах кивелсе кайнă. Транспорта усăсăр лартасран унăн хăш-пĕр пайĕсене пăснă та мотоблок ăсталанă.

Ун хыççăн тепĕр мотоблок та килте хатĕрленĕ. Хуçалăхра инженерта ĕçлени, трактор, ытти техникăна чухлани пысăк пулăшу кÿнине пытармасть. Ĕçсене çăмăллатас тĕллевпе С.Васильев çĕр улми кăлармалли тата суха тумалли агрегатсене хăйех шутласа кăларнă.

Сăнав ирттерме те юратаççĕ Савелий Васильевичпа Вера Архиповна. Акă темиçе çул каялла инди кăвакалне усраса пăхнă. Анчах çăмартасем тăрă пулнăран чĕпсем тухман. Çапла вара инди кăвакалĕсене тытма пăрахнă.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика