АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шахмата юратакансем пĕрле пухăнчĕç

04 мая 2012 г.

Нумаях пулмасть Муркаш районĕнчи Нискасси шкулне Етĕрне, Муркаш тата Элĕк районĕнчи шахмăта юратакансем пухăнчĕç. Çак тăрăхра çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан В. Пастухов йĕркеленĕ шахмăтçăсен фестивалĕ иртрĕ. Элĕк районĕнчен вăййа В.Ефимов (Ехремкасси), А.Степанов (Элĕк), Б.Кириллов (Мăн Вылă), А.Иванов (Элĕк), А.Дмитриев (Чăваш Сурăм), З.Федоров (Элĕк), В.Филиппов (Элĕк шкулĕ) хутшăнчĕç.

Ăмăрту йĕрки тăрăх пĕр районти шахмăтçăсем пĕр-пĕринпе вылямарĕç. Пĕтĕмĕшле çичĕ тур иртрĕ. Пĕрремĕш вырăна Ю.Шаров (Нискасси) йышăнчĕ, иккĕмĕшĕ – В.Пастухов (турнир спонсорĕ) пулчĕ, анчах вăл хăйĕн парнине Б.Кириллова пачĕ. Виççĕмĕш вырăна Элĕкри А.Степанов йышăнчĕ.

Командăсем хушшинче Муркашсене çитекенни пулмарĕ. Элĕксемпе Етĕрнесем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Блиц-турнирта Элĕксем 6 очко пухса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç.

З.ФЕДОРОВ,

«е2-е4» клубăн президенчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика