АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн чĕри ачисемшĕн çунать

04 мая 2012 г.

Пурнăçра тĕрлĕ çынпа паллашма, калаçма тÿр килет. Кашнийĕн хăйĕн шăпи, ăраскалĕ. Писер ялĕнчи пĕр кинемейпе паллашрăм, калаçу пуçартăм.Ача чухнех «куршанкă» çыпçăннă ăна. Нимĕнле ĕç те хăратман хĕр ачана. Хĕр-тантăшĕсемпе пĕрле утă çулма çÿренĕ, кĕр кунĕсенче йĕтем çинче кунне-çĕрне пĕлмесĕрех ĕçленĕ. Ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те çăмăлах пулман унăн. Пĕве çитнĕ хĕр укçа-тенкĕ çитсе пыманран Ленинград облаçĕнче торф кăларнă çĕрте те хутшăннă. Унтан каллех тăван кĕтесе таврăнса колхозăн уй-хирĕсенче, улăхĕ-çаранĕсенче ырлăх-пурлăх тăвассишĕн ырми-канми ĕçленĕ.

– Иртнĕ кун-çулшăн эпĕ пачах та кулянмастăп. Вăл вăхăтра эпир ĕçлеме те, канма та пĕлнĕ. Утă çинчен таврăнсан килти ĕçсене пурнăçлаттăмăр та каçхине вăййа тухаттăмăр. Ун чухне хальхи пек эрех ĕçсе вăрçăнасси пулман пулĕ, – калаçрĕ кинемей.

Лавккана кайма тухнăскер хăйĕн пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллаштарма кăмăл турĕ. Пĕр сехете яхăн калаçса тăтăмăр унпа. Пурнăçĕнче чылай асап тÿснĕ вăл. Мăшăрне ирех çухатнă. Упăшки страхлакан агентра нумай çул тăрăшнă, шалкăм çапнипе вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Мăшăрсем виçĕ ачана пурнăç парнеленĕ. Анчах та чун тĕпренчĕкĕсем çинчен ыррине нимех те каламарĕ хĕрарăм. Куçĕсем шывланнипе пĕр вăхăт калаçма чарăнчĕ.

– Лайăххипе яланах усалли çÿрет. Мăшăрпа иксĕмĕр икĕ хĕрпе пĕр ывăла тĕрĕс воспитани парса ура çине тăратассишĕн вăй-хала шеллемерĕмĕр. Халĕ авă курса тĕлĕнетĕп. Тăван амăшне те никам вырăнне хумаççĕ, – калаçăва малалла тăсрĕ тивĕçлĕ канăва тухнă ватă.

Хĕрарăм ывăлĕпе хĕрĕ ачисемпе пĕрле ун патĕнче Писерте пурăннине пĕлтерчĕ. Ниçта та ĕçлеменскерсем амăшĕн пенси укçипе тăранса пурăнаççĕ иккен. Хăш-пĕр чухне çиме укçа-тенкĕ çитсе пыманнине те палăртрĕ кинемей. Темиçе çул каялла выльăх-чĕрлĕхне йышлă усранă-ха вăл. Ачисем юлнă пĕртен-пĕр ĕнине те амăшĕн ирĕкĕсĕр сутса янă. Халĕ вара ĕне-выльăх тытма ватă хĕрарăмăн вăй-халĕ çитмест.

– Мăшăрпа иксĕмĕр пусран пус пухса çĕнĕ кил-çурт туса лартрăмăр, хуралтăсене çĕнетрĕмĕр, ырлăх-пурлăх тăвассишĕн ĕçлеттĕмĕр, – вăй питти вăхăчĕсене аса илсе каласа пачĕ ватă.

Хуçипе пĕрлех çурчĕ те ватăлнă, хăйĕн илемне тахçанах çухатнă, çĕрĕшме пуçланă. Кил-çурта çĕнетме вара никамăн та алли патне пымасть. Сăра-эрех тăван килтен те хаклăрах ахăр.

– Хам пурнăçа колхозрах ирттертĕм. Ферма ĕçĕ-хĕлĕнчен те аяккалла пăрăнман. Шанса панă ĕçе вăхăтра пурнăçлама тăрăшнă, – терĕ калаçăвне вĕçленĕ май.

Хĕрарăм ачисем тÿрĕ çул çине тăрасса шанать. Ватлăх кунĕсене хăтлă та ăшă пÿртре ирттерме ĕмĕтленет.

Вера МОРОЗОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика