АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерĕве паттăрлăхпа туптанă

11 мая 2012 г.

Аслă ăрурисен паттăрлăхĕпе мухтавлăхĕ, чун-чĕре вăй-халĕ, çирĕп ĕненĕвĕ ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ. Ветерансем вăрçă çулĕсен пĕтĕм асапĕпе йывăрлăхĕ витĕр тухнă, тăван çĕр-шыва фашизмран хÿтĕлес тесе мĕн кирлине пĕтĕмпех тунă.

Майăн 9-мĕшĕнче Элĕкри культурăпа кану центрĕ умĕнчи лапамра Аслă Çĕнтерĕве халалланă савăнăçлă митинг иртрĕ. Шел, салтакăн çăмăл мар çĕклемне чăтăмлăн, мухтавлăн йăтса тухнисен речĕ çулсеренех сахалланса пырать. Кăçалхи уявра та вĕсен йышĕ пит нумаях марччĕ.

Вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов саламларĕ.

– 1941 çулхи майăн 9-мĕшĕ тĕнче историне çутă кун пулса кĕрсе юлчĕ. Пирĕн ентешсем Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйсен пурнăçне шеллемен. Çакă паянхи, пулас ăрусемшĕн те ырă тĕслĕх. Уяв ячĕпе çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп, – терĕ Александр Николаевич.

Район пуçлăхĕ – депутатсен Пухăвĕн председателĕ Владислав Дубинин район çыннисен паттăрлăхĕ çинче чарăнса тăчĕ, ветерансене çапăçу хирĕнчи хастарлăхшăн, тыл ĕçченĕсене чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕхшĕн чĕререн тав турĕ. Митингра çавăн пекех Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Ефремов, районти вăрçă тата ĕç ветеранĕсен организацийĕн ертÿçи Анатолий Тимофеев салам сăмахĕсем каларĕç.

Культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем уявпа çыхăннă театрализациленĕ курав кăтартрĕç.

Çамрăк армеецсем «чĕрĕ» коридор йĕркелесе тăраççĕ. Ĕç коллективĕсем культурăпа кану паркĕ енне утаççĕ. Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне чечек кăшăлĕсем хураççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика