11 мая 2012 г.
Нумай ача амăшĕн хăрах алли вутра, тепри шывра тенĕ ваттисем. Сатлайкка ялĕнче пурăнакан Клавдия Петровна Александрова та йывăр вăхăтсене хумханса аса илет.
– Пĕчĕк пÿртре пурăнаттăмăр. Мăшăрпа иксĕмĕрĕн çичĕ ача. Пĕри тепринчен пĕчĕкрех. Эпир вĕсене хупса хăвараттăмăр та ĕçе васкаттăмăр, – терĕ вăл.
Ачисене епле усрани çинчен татах та каласа парсан çакна пĕлтĕмĕр: урай талккăшпех килте тĕртсе тунă утияла сарма тивнĕ. Кашнинех çăкăр, пĕрер стакан сĕт лартса парса хăварнă. «Кил енчен куç каймастчĕ. Ачасем пушар кăларасран питĕ хăраттăм. Çĕççине, хаччине, ытти шĕвĕр япаласене пĕтĕмпех питĕрсе илнĕ эпĕ», – калаçăва тăсрĕ нумай ача амăшĕ.
Вăл ултă çула çитсенех вăрçă кĕрлесе тухнă. Ашшĕ фронта кайсан терт-нушине сахал мар курма тивнĕ. Çывăх çынни килне çĕнтерÿпе таврăннă-ха, анчах та аманса сусăрланнăскер, нумаях пурăнайман.
– Шкулта пиллĕкмĕш класран мала вĕренеймерĕм. Улттăмĕшне кайнăччĕ-ха, тăхăнма çи-пуç çук тесе пăрахтарчĕ анне, – хурланчĕ çитмĕл çичĕ çула çитнĕскер.
Анатри Юлăш хĕрĕ 1959 çулта Сатлайкка кинĕ пулса тăрать. Мăшăрĕпе Вениамин Александровичпа иккĕшĕ те ял хуçалăх ĕçĕсенчен уйрăлман. Шел, упăшки çут тĕнчерен 1999 çултах уйрăлса кайнă унăн. Клавдия Петровнăна вара пурнăç урапине кустарса пыма çăмăлах килемен. Малтанах конюхра тар кăларнă, хыççăн мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех, ĕне ферминче ĕçленĕ. Пенсие тухсан та тепĕр хут ĕнесем сума чĕнсе илнĕ ăна.
Ачисем çиччĕшĕ те тĕрĕс-тĕкел те сывă çитĕннĕшĕн чунтанах савăнать. Тăватă хĕрĕпе виçĕ ывăлĕ, вĕсен çемйисем чун киленĕвĕ уншăн. Ывăлĕсене салтака ăсатса кĕтсе илнĕ вăл, хыççăн авлантарнă. Хĕрĕсем те мăшăрлă Клавдия Петровнăн. Вăл килĕнче пурĕ ултă туй тунă. Кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать халĕ ватă. Валерий аякри стройкăсене ĕçлеме çÿрет иккен. Мăшăрĕ, Надежда, вырăнта ĕç çукран «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхне çитиех каять.
А.САВЕЛЬЕВА.