11 мая 2012 г.
Çурхи ырă кунсем пуçланни, çут çанталăк чĕрĕлсе, илемленсе пыни ватă çынсен кăмăлне те çĕклет. Пирĕн Ураскилт ялĕнчи Октябрьски урамĕнче пурăнакансем авă пÿрте кĕресшĕн те мар. Тулта уçăлса çÿреççĕ. Çав вăхăтрах килти ĕçĕсем çинчен те манмаççĕ.
Мария Селиванова, сăмахран, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе чăн ăста. Çитмĕл çичĕ çулхи Анфиса Федорова та ĕçченлĕхĕпе палăрать. Сурăхĕсене, качакисене симĕс курăк çине кăларчĕ. Выльăх йышлă, картишĕ туллиех унăн.
Любовь Филиппова кашни уяврах чиркĕве çÿрет. Сакăр вуннăран иртнĕскер çынпа ялан ăшпиллĕн калаçать.
Раиса Козлова «Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят илнĕ. Вăл культура çуртне юрлама çÿрет, çулланнисене те художество пултарулăх ĕçне явăçтарать. Вăлах ветерансен канашĕн ертÿçи. Сакăр вуннăри Екатерина Обакова, Зоя Герасимова, Галина Ваçанкка, Иванпа Галина Бардасовсем те ĕç пăрахман-ха. Галина Арланова, Галина Давыдова, Нина Егорова, Пантелеймонпа Дария Бардасовсем те вĕсенчен юлмаççĕ. «Тăван кĕтес илемлĕ пултăр», – теççĕ аслă ăрурисем.
Ливерий ФЕДОРОВ,
ĕç ветеранĕ.