АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Калча парка, тухăçĕ лайăх

11 мая 2012 г.

Ку пахча калăпăшĕпе ыттисенчен вуçех уйрăлса тăмасть. Унта мĕн-мĕн ÿстернине курсан вара вăл ыттисенчен палăрмаллах пысăк пек туйăнчĕ. Шураç ялĕнчи Зинаида Трофимова ултă теçеткерен иртнĕ ĕнтĕ. Эпир пынă чух парникра ÿссе аталаннă помидор калчисене сайралатса куçаратчĕ.

– Çак вăхăтра куçармасан калчасем имшер ÿсеççĕ, лайăх аталанаймаççĕ, – пĕлтерчĕ Зинаида Антоновна.

Трофимовсем калчасем ÿстерессипе 10 çул ытла ĕçлеççĕ.

– 1997 çулта пирĕн кил-хуçалăхра пушар алхасрĕ. Пурăнмалли çуртсăр пуçне ытти хуралтăсем тĕппипех çунса кайрĕç, – иртнине аса илет виçĕ ача амăшĕ.

Хуралтăсемпе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх те çулăмра çуннă.

– Виçĕ сысна ами, вуншар çура тунăччĕ. Вунă çурине çăлса хăварма май килчĕ, ыттисене вара çук. Инкек хыççăн йывăр чирлесе ÿкрĕм, больницăрах сиплентĕм, – сăмах çăмхине сÿтет З.А.Трофимова.

Сывлăхне çирĕплетнĕ вăхăтра ытти хĕрарăмсемпе туслашать. Пĕри ăна калчасем ÿстерсе сутнине пĕлтерет. Зинаида Антоновнан та киле çитсен çак шухăш пуçĕнче тĕвĕленет.

Малтанлăха пĕчĕк теплица тăваççĕ. Унта тĕрлĕ сорт помидор, купăста, пылак пăрăç акаççĕ. Ешĕл те парка ÿсеççĕ калчасем. Вĕсене кĕске вăхăтрах сутса пĕтереççĕ. Хыççăн çулсерен калчасем ÿстермелли лаптăка пысăклатса пыраççĕ Трофимовсем. Паян вĕсен пахчинче ултă пысăк парник. Пĕр лаптăк çĕре те усăсăр выртармаççĕ. Тислĕк купи çинче авă хăяр, чечек калчисем аталанаççĕ.

– Парниксемпе теплицăсене нарăс уйăхĕн вĕçĕнче е пуш уйăхĕнчех хатĕрлетпĕр. Йĕри-тавралли юра уçатпăр та сивĕ лекесрен улăм витетпĕр, – ĕç вăрттăнлăхне уçать кил управçи.

Николай Трофимовичпа виçĕ ачи те пулăшаççĕ пахча ĕçĕнче. Хăйне евĕрлĕ сăнавсем те ирттерме юратать Зинаида Антоновна. Çĕнĕрен тухнă сортсене малтанлăха пĕчĕк лаптăка çеç акать. Çимĕçĕ ăнса пулсан тата лайăх упрансан хăйсен çемйи валли лартса ÿстерет. Хыççăн тепĕр çултан çеç сутлăлăх калча ÿстерет.Трофимовсен пахчинче тĕрлĕ çырла тĕммисем те шăкăринех. Иçĕм çырли тĕммисем çÿлелле кармашнă. Виктори çырлисем те пысăк лаптăк йышăнаççĕ.

– Утмăл сотăйпа тата 3 гектар пай çĕрĕпе та усă куратпăр. Унта нумай çул ÿсекен курăксем акнă, – пĕлтерчĕ 65-ри хĕрарăм.

Трофимовсен пĕр ывăлĕпе икĕ хĕрĕ хуларах пурăнаççĕ пулин те хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче вĕсем те яланах ялта.

Ашшĕ-амăшĕн кил-çуртне те тивĕçлипех хăтлăх кĕртнĕ ачисем. Ватăсен пурнăçне çăмăллатма вĕри, сивĕ шывпа пÿртрех усă курмалла тунă, канализаци пăрăхĕсене хунă. Ваннăй лартса панă пÿртре.

Николай Трофимовичпа Зинаида Антоновна мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех хуçалăхра вăй хунă.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика