16 мая 2012 г.
Ураскилтри Вера Владимировна Осипова шкулта вĕреннĕ чухнех хуçалăх ĕçĕнчен юлмарĕ. Вăл кĕнеке нумай вулама юрататчĕ. Ют çĕршыв литературипе кăсăкланатчĕ, хаçат-журнала алăран вĕçертместчĕ.
Тантăшĕсемпе Германи ачисемпе çыхăну тытатчĕ. Нимĕç хĕрĕн Кристинăн çырăвĕсем халĕ те упранаççĕ.
Вера Осипова вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтерчĕ те хулана çул тытрĕ. Педагогика университетĕнче ют чĕлхесен факультетĕнче пĕлĕве тарăнлатма пуçларĕ. Унăн амăшĕ, Валентина, культура ĕçченĕ. Вăл хăйĕн хĕрне яланах хавхалантарса тăрать.
Верăна Ураскилт шкул директорĕ чĕнсе илет, ачасене вĕрентме ыйтать. Хĕр килĕшет. Халĕ вăл нимĕç чĕлхипе уроксем эрнекунпа шăматкун ирттерет. Ачасем ăна килĕштереççĕ.
В.Осипован ĕмĕчĕсем пысăк. Педуниверситетран вĕренсе тухсан аспирантурăра пĕлĕве тарăнлатасшăн.
Ливерий ФЕДОРОВ,
Ураскилт ялĕ.