16 мая 2012 г.
Пĕртăвансем пĕр-пĕринпе хутшăнмасăр епле пултăр-ха; Хитекушкăнь каччи Анатолий та Мăн Вылă ялĕнче Таня аппăшĕ пурăнни çинчен манман. Ун патне хăнана çÿренĕ, мĕнле те пулин ĕç туса парса пулăшнă.Пĕрре вара аппăшĕ шăллĕне çапла калнă.
– Толя, эсĕ салтака та кайса килтĕн. Санăн авланма вăхăт çитнĕ. Хĕрпе паллаштарас-и; – тенĕ.
– Евчĕ пулса пăх-ха эппин, – шÿтленçи пулнă яш.
Шухăшланă – пурнăçланă. Пĕрре курнипех каччăна килĕшнĕ хитре хĕр. Хыççăнхи çыхăнусем татах та çывăхлатнă вĕсене. Хĕре çухатăп, хăвăртрах пĕрлешес тенĕ-ши Толя; Хитекушкăньсем Мăн Вылă хĕрне вăрласа килеççĕ. 1997 çулхи çуллахи ыр кун вара Иринăпа Анатолий пысăк туй кĕрлеттереççĕ. Ун чухне çĕнĕ çын вун саккăрта кăна пулнă-ха. Пĕр-пĕринпе пĕрлешсе çемье çавăрнăшăн ÿкĕнмеççĕ халĕ мăшăрсем. Килĕштерсе пурăнма тÿр килнишĕн хĕпĕртеççĕ.
Тольăн ватă асламăшĕ, 95 çула çитиччен пурăннăскер, çамрăк çемьене вĕрентсе, пулăшса пынă. Ачисене те юратсах пăхнă. Çамрăккисем те ватăна кÿрентермен. Никитинсен çемйи чăмăртаннăранпа кăçал вун пилĕк çул çитет.
Ĕçлемесĕр пурăнман вĕсем. Анатолий малтанах «Таутово» хуçалăхра механизаторта вăй хунă, тракторпа, комбайнпа та ĕçленĕ. Ирина сĕт-çу фермине вырнаçнă, виçĕ-тăватă çул ĕнесем сунă. Хальхи пурнăç уттинчен те юлмаççĕ мăшăрсем. Анатолий «шапашка» çулне такăрлатать. Ирина вара килти хушма хуçалăха аталантарассишĕн тăрăшать. Икĕ ĕне тытаççĕ. Ĕне выльăха ашлăх та самăртаççĕ, сурăхсем те усраççĕ.
Никитинсем килти строительствăна та вăйлатсах пыраççĕ. Малтанах пĕрлехи вăйпа сарай çĕкленĕ. Иртнĕ çул мунчапа лаç тăрăхĕсен тăррине хальхи йышши материалпа çĕнетнĕ. Гараж та тунă. Мăшăрсенчен пĕри çурт-йĕре эрешлесе илемлетме юратать пулсан, тепри хитре тĕрлет, çыхать те.
Килти хуçалăхри ĕçсенче çемье мотоблокпа анлă усă курать. Тавăт шкулĕнче вĕренекен Федор, Настя, Диана ачисем те килти ĕçсенчен пăрăнмаççĕ.
Е.САВЕЛЬЕВА.