АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван кĕтес илĕртнĕ

16 мая 2012 г.

– Ытлашши пăлханма юрамасть. Çавăнпа та юн пусăмĕ вылять. Хăвăра упрама тăрăшмалла, – кăмăллăн калаçать медсестра фельдшер пунктне килнĕ ватăпа.

Марина Вениаминовна чылайăшĕпе пĕр чĕлхе тупнă ĕнтĕ. Аслă ăрурисене ытларах чухне мĕн пăшăрхантарнине те аванах пĕлет.

– Юн пусăмĕ вылянипе, ал-ура сыпписем ыратнипе нумай чухне пулăшу ыйтаççĕ кинемейсемпе мучисем, – палăртать сывлăх хуралĕн ĕçченĕ.

Вутланти фельшерпа акушер пунктĕнче 2011 çулхи раштавăн пĕрремĕшĕнчен ĕçлеме пуçланă çамрăк. Ял çынни хăйĕн сывлăхĕ çине тимлĕх уйăрманни, чир вăраха кайсан çеç пулăшу ыйтма пуçлани пăшăрхантарать специалиста. Чирлисем кайса пĕтсен Марина Ивановапа уçă калаçу йĕркелерĕм.

– Манăн анне чылай вăхăт райбольницăн хирурги уйрăмĕнче тăрăшать. Çавна май унăн ĕç-хĕлне пĕрре мар сăнанă, – терĕ 24-рискер.

2005 çулта Ехремкасси шкулĕнче вун пĕр класс пĕтерсен Канаша çул тытать. Кунта медицина училищине вĕренме кĕрет.

Марина Вениаминовна пĕлтернĕ тăрăх ашшĕ енĕпе вĕсен йăхĕнче темиçе сывлăх ĕçченĕ те пур. Йышра ятарлă вăтам пĕлÿ илнисене çеç мар, тухтăрта тăрăшакансене те курма пулать.

– 2008 çулта алла диплом илтĕм. Шупашкарти кардиологи диспансерĕнче ĕç стажне пуçларăм. Çакăнти пĕрремĕш дежурствă яланлăхах асра юлчĕ, – пуçламăш утăмсене аса илет М.В.Иванова.

Тĕп хулара пурăннă вăхăтра Ехремкассине ашшĕ-амăшне час-часах пулăшма çÿрет Марина. 2009 çулта черетлĕ хут яла таврăнсан клубра Евгений Ивановпа паллашать. Кăштах вăхăт иртсен мăшăрланаççĕ çамрăксем. Ялтах пурăнма тĕллев тытаççĕ.

– Женя Дубовски поселокра пурăннă. «Шапашкăна» ытларах тухса çÿрет. Эпĕ вара хальлĕхе икĕ çултан иртнĕ Коля ывăлăмпа аннепе атте патĕнче пурăнатăп, – çемье пурнăçĕпе паллаштарать кил управçи.

Çамрăксем хăйсем тĕллĕн йăва çавăрасшăн. Марина та, Женя та хула пурнăçне питех кăмăлламаççĕ. Çавăнпа Элĕк çывăхĕнчех тĕпленесшĕн.

– Ĕç вырăнĕ пур, условисем лайăх. Светлана Семенова санитарка куллен пулăшать мана. Çавăн пекех Ехремкассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн медицина сестри те , Альбина Никандрова, маншăн чăн-чăн пулăшуçă. Ăнланманлăх сиксе тухсан вăл ялан кирлĕ сĕнÿ-канаш парать, – ĕçтешĕсене ырăпа асăнать çамрăк.

Хăй тĕллĕн те пĕлĕве тарăнлатса пынине сĕтел çинче выртакан тĕрлĕ справочниксемпе медицина журналĕсем çирĕплетеççĕ.

Çамрăк ĕçрен пушансан та чылай чухне киле васкамасть, тухса çÿреймен ватăсемпе кăкăр ачисем патне кайса килет. Вĕсен сывлăхĕпе интересленет.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика