19 мая 2012 г.
Раиса Федоровна Григорьева 1922 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Тăван ялти 7 çуллăх шкултан вĕренсе тухсан вăл Пăрачкаври педагогика училищинче пĕлÿ пухать. Училище хыççăн ăна 1939 çулта Вăрнар районĕнчи Чăрăш Хирлепри шкула яраççĕ. Кунта Раиса Федоровна математикăпа физикăна вĕрентет. Кĕçех ăна шкул директорне лартаççĕ. 1942 çулта çамрăк педагог хăй ирĕкĕпе фронта тухса каять. Хăюллă хĕр Беларусси фронтĕнче чукун çул çарĕсенче связист пулать, 1944 çулта ăна Инçетри Хĕвелтухăç фронтне яраççĕ. 1945 çулта çартан демобилизаци йĕркипе Чăваш Ене таврăнать.
1946 çулта Раиса Федоровна педагогика институтне вĕренме кĕрет. Шкулсенче ĕçлет. Пĕтĕмпе математика вĕрентекенĕнче 40 çул ытла тимлет.
Раиса Федоровна 1951 çулта Ассакассинчи Вячеслав Григорьева качча тухать. Мăшăрĕпе иккĕшĕ 5 ача пăхса çитĕнтереççĕ.