АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта салтак юрри илтĕнет

19 мая 2012 г.

Питĕшкасси ял тăрăхĕнче 220 ытла çамрăк шутланса тăрать. Кашни çулах çурхи тата кĕрхи призывсенче салтак юрри илтĕнет ял тăрăхĕнче.

Кăçал салтак юррине пĕрремĕш юрлакансем Урпаш ялĕн каччисем пулчĕç. Сергей Петровпа Леня Федотов халлĕхе 11-мĕш класра вĕренеççĕ. Сергей апрелĕн 3-мĕшĕнче 18 çул тултарчĕ, водитель правине илме те ĕлкĕрчĕ. Халĕ вăл экзаменсем тытма хатĕрленет. Июнĕн 26-мĕшĕнче вара вăл тĕп килтен çулталăклăх çар тивĕçне пурнăçлама тухса каять. Унăн тантăшĕ те Леня Федотов водителе вĕренчĕ, май уйăхĕнче 18 çул тултарчĕ, экзаменсем тытнă хыççăн çар ретне тăрать. Июлĕн 4-мĕшĕнче унăн ăсату каçĕ пулать. Çамрăк каччăсене ашшĕ-амăшĕсем, тăванĕсем тата хĕрĕсем ăшшăн ăсатма хатĕрленеççĕ.

А.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика