АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хураçтÿре ял кĕрлет

19 мая 2012 г.

Кĕçĕн Тăванăн çу уйăхĕн юлашки кĕçнерни кунĕнче килекен Хураçтÿ – ку тăрăхри авалхи уявсенчен пĕри. Çак вăхăта çур аки ĕçĕсене вĕçленĕ халăх уявра тăван-хурăнташпа, тус-юлташпа тĕл пулса савăннă.Кăçал вара çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Хураçтÿ кун, кĕçĕнтăвансен хăна пухма сăлтавĕ тата пысăкрах – Кĕçĕн Тăван ялĕ пуçланса кайнăранпа 384 çул çитнине паллă тăваççĕ. Паллах, çак паллă кун юнашарти Илленушкăньшĕн те пысăк уяв. Икĕ ял çыннисем пĕр-пĕринпе ялан килĕштерсе пурăнаççĕ.

Темиçе çул каялля «хураçтÿ» сăмах «хураç туй» сăмахсенчен тухса кайнă тетчĕç. Халь вара урăх верси те пур тенине те илтме пулать.

И.С.Антоновăн 2010 çулта тухнă «Тăван Кĕçĕн Тăван» пьеси тăрăх, ялти пуян Хураç туйĕ пулнах. Хураç Хирлепри Шикунсен – 1885 çулта çуралнă Кузьма Максимовсен – мăн аслашшĕ шутланнă. Шикун – Кузьман чăваш ячĕ. Халь вĕсен тăванĕсем ялта юлман та. Кĕçĕн Тăван ялĕн пĕрремĕш çăви Шакшак тăвайккинчен хăпарсан тÿрем вырăнта вырнаçнă пулнă. Шакшак тăвайккинче ĕлĕк сĕм вăрман кашланă. Йывăçсене касса пĕтерсен нумай хушă çара вырăн тăнă. Халь вара унта Иван Измайлов ларттарнă вăрман. Çу кунĕсем çитсен ĕлĕкхи чăвашсем çимĕк уявланă. Çав кун халăх çăва çине хăйсен вилнĕ тăванĕсене асăнма çÿренĕ. Ăçта халăх, çавăнта суту-илÿ. Çапла çăва çумĕнче суту-илÿ пуçланнă. Çимĕк кунĕнче ирттернĕ пирки ăна малтан «Çимĕк» ят панă, унтан хура ĕç пĕтнĕ майĕпе «Хура ĕç туйĕ» теме пуçланă. Пачăшкăсем ÿкĕтленипе ялти пуян хусах Хураç 1740 çулсенче Христос çÿле кайнă кун тĕне кĕнĕ, чаплă туй тунă. Ăна Хура ĕç туйĕпе çыхăнтарнă. Сăмахсене кĕскетсе пырса «Хураçтÿ» пулса кайнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика