АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ-амăшĕн ятне ямаççĕ

19 мая 2012 г.

Анатри Татмăш ялĕнчи Владимировсем пурнăç уттинчен юлас мар тесе тăрăшаççĕ.Мăшăрсем

малашлăха шаннă

Шуркасси хĕрĕ Гальăпа Татмăш каччи Яша (ялта ăна çапла чĕннĕ) пысăк туйпах пĕрлешнĕ. Çамрăк мăшăрсене «Волга» хуçалăх ертÿçи вырăнтах ĕçлеме ÿкĕтлет. Çавна май ялтах тĕпленеççĕ Владимировсем. Çамрăк кил хуçине яваплă должноçа шанаççĕ, тĕп зоотехника лартаççĕ. Экономистра та вăй хурать Яков Владимирович. Мăшăрĕ Галина Николаевна та ял хуçалăх производствинче нумай çул тăрăшулăх кăтартать. Икĕ хĕрпе виçĕ ывăла тĕрĕс-тĕкел те сывă пăхса çитĕнтереççĕ. Шел, мăшăрсен ĕмĕрĕ кĕскерех пулчĕ. Аслă хĕрĕ Алена халĕ йăмăкĕпе шăллĕсемшĕн амăшĕ вырăннех. Пĕртăвансем тăван килтен вĕçсе тухса ятран «йăва» çавăраççĕ. Алена авă çемйипе Элĕкре пурăнать, Марина – тĕп хулара. Иван авланнă, тăван кĕтесĕнчех тĕпленнĕ. Анатолийпе Николай – йĕкĕрешсем. Вĕсемшĕн те тăван ялĕ хаклă. Анатолий çĕнĕ çурт çĕклеме шутлать. Çав тĕллевпех аякри стройкăсене ĕçлеме çÿрет. Тĕп килти пурнăçа тытассипе яваплăха Николай хăй çине илнĕ.

Çĕнĕлле ĕçлет

– Салтак тивĕçне Мускав çывăхĕнче пурнăçларăм. Служба вĕçленсен яла юлма кăмăл турăм, – сăмах пуçарчĕ йăваш кăмăллă çамрăк.

Вырăнта ĕç тупайманран Мускаври «шапашка» пурнăçне тутанма тивнĕ. Телее кĕçех юратнă хĕрне те тупать. Аслă шкулта бухгалтер профессине илнĕ Влада унăн мăшăрĕ пулса тăнăранпа виçĕ çул та иртнĕ. Икĕ ачана – Кольăпа Юльăна пăхса ÿстереççĕ Владимировсем. Пĕчĕк Коля икĕ çул та виçĕ уйăхра пулсан, Юля тăватă уйăхра кăна-ха.

Николай Владимиров çĕнĕлле ĕçе кÿлĕннĕ. Кролик ĕрчетессине пуçарса янă. Çавна май ĕçе вырнаçтаракан центр пулăшăвне – 58 пин тенкĕ пособие тивĕçнĕ. Пĕлтĕр ку чухнехи типлă çĕнĕ сарай çĕкленĕ. Унта клеткăсем ăсталаса вырнаçтарнă.

– Ăратлă кроликсене Чулхула çывăхĕнчи питомникран илсе килтĕм, – терĕ çамрăк ĕçчен.

Вăл кроликсене кирлĕ пек пăхас тĕллевпе ятарлă литература нумай вулать. Амисем авă вăтăр таранах унăн, аçисем виççĕ шутланаççĕ. Вĕсене уйрăммăн хупнă. Хĕллехи вăхăтра чĕр чунсен рационне тĕш тырăсем – урпа, сĕлĕ кĕртнĕ. Утă та уйăрнă, комбикормран та татăк тăратман. Çу кунĕсенче ешĕл курăкпа тулăх тăрантарма шутлать.

– Корлик амисем чупнă хыççăн уйăхранах çăвăрлаççĕ. Çурисене амăшĕнчен вăтăр кунран уйăратăп, – паллаштарчĕ ĕçĕ-хĕлĕпе çирĕм пиллĕкрискер.

Тăрăшни, вăй хуни ăнăçу кÿретех. Кролик ферми 100 пуçран та иртнĕ. Ăратлă чĕр чунсене çынсене те туянтарать çамрăк ĕçчен.

Хăтлă сарай çĕкленипе пĕрлех лаçпа мунча тăрăхне те çĕнĕрен тунă. Вăй илсе пынă май, пÿртне те кирпĕчрен хăпартма шутлать.

С.СВЕТЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика