АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни утăм хамăн, кашни кунăм манăн

19 мая 2012 г.

Вутлан ялĕнче пурăнакан Петр Михайловăн утти çирĕп çеç мар, пÿ-сине те тÿрĕ тытать, чĕлĕмпе иртĕхмест, урă пурнăçа кăмăллать. 25-ри яш Элĕкри суд приставĕсен уйрăмĕнче тăрăшать. Куллен тренировкăсем ирттерет каччă.

Çан-çурăмне

ачаллах пиçĕхтернĕ

– Спортпа Вутлан шкулĕнче пĕлÿ илнĕ вăхăтра туслашрăм. Ун чухне тăван шкул чысне хÿтĕлесе районта, республикăра иртекен ăмăртусене час-часах хутшăнтăм. Малти вырăнсене тухни спорт çине ытларах тимлĕх уйăрма хавхалантаратчĕ, – терĕ Петр.

Алла аттестат илнĕ çамрăк тÿрех хулана çул тытать. Пĕчĕклех строительство ĕçĕнчи вăрттăнлăхĕсемпе кăсăкланнăскер строительство техникумне вĕренме каять. Çуртсемпе сооруженисене эксплуатацилесси тата тăвасси специальноçе суйлать. Ăслăх никĕсне çирĕплетнипе пĕрлех техникумри спорт мероприятийĕсенче те палăрать. Вĕрентÿ учрежденийĕн пĕрлехи команди йышне кĕртеççĕ ăна. Пĕр ăмăртура çамрăка Олимп резервĕсене хатĕрлекен шкулăн пĕр тренерĕ асăрхать, хăйсен патне вĕренме пыма сĕнет.

– Килĕшрĕм. Çапла вара пĕр харăсах икĕ çĕртре вĕренме пуçларăм, – палăртать 26-ри Петр Михайлов.

Вутлан каччи тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнса палăрать. Çан-çурăм çирĕплĕхне туптама куллен тренировкăсем ирттерет.

2006 çулта чупассипе Чăваш Республикин тата Раççей чемпионачĕсене хутшăнать. Пысăк кăтартусем тунă ытти спортсменсемпе пĕрле икĕ хутчен ятарлă сборсене кайса килет.

– 2007 çулта Ставрополь крайĕнче Кисловодск хулинче, 2008-мĕшĕнче Краснодар крайĕнче Адлер хулинче тренировкăсене ирттернĕ. Çакă татах та хавхалану кÿчĕ, – сăмахларĕ яш. 2008 çулта Петя спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Çак çулсенче ентеш Г.Семенов патĕнче тренировкăсем ирттернĕ çамрăк ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнать.

Икĕ çĕрте вĕреннипе вăхăт çитменрен Олимп резервĕсене хатĕрлекен шкула пăрахать. Анчах та спортран вуçех те сивĕнмест.

Алла специальноç илсен çар ретне тăрать Петр. Иваново облаçĕнчи Шуя хулинче ракета çарĕсенче службăна ирттерет. Спортпа туслă çамрăка кунта та пĕрремĕш кунранах асăрхаççĕ. Салтаксен тĕрлĕ ăмăртăвĕсене явăçтараççĕ.

2010 çулта П.Михайлов кĕçĕн сержант тăван ялне таврăнать. Вăхăтлăха «шапашкăсене» тухса çÿрет. 2011 çулхи пуш уйăхĕнчен Элĕкри суд приставĕсен уйрăмĕнче тăрăшать. Судсенчи йĕркелĕхшĕн яваплă вăтам пÿ-силлĕ яш.

Çан-çурăм çирĕплĕхне вара кунсерен ÿстерет Петр. Ир-каç ятарлă тренировкăсем ирттерет. Ирхи пилĕк сехетре чупма тухать. 15-18 километр хыçа хăварать. Каçхине 6-10 километр инçĕшне чупать. Ĕçре те çирĕплĕхпе палăрать яш. Суд приставĕсен Управленийĕ ирттерекен спорт мероприятийĕсенче пĕрре мар хутшăннă. Инçĕшне чупассипе тата пăшал перессипе иртнĕ ăмăртура çитĕнÿсем тунă суд приставĕ.

Ăсталăхĕ пур

Строительство енĕпе пĕлÿ илнĕ çамрăк хăйне ку тытăмра та тĕрĕсленĕ. Тĕрлĕ чертеж, проектсем хатĕрленĕ. Калаçу вăхăтĕнче çавăн пекех Петр Михайлов тĕрлĕ йывăçран хушма хуçалăхра кирлĕ япаласене касса ăсталанине те пĕлтĕм.

Сăмах май каласан, Михайловсен çемйинче çичĕ ача. Петр – улттăмĕш. Кашниех тĕрлĕ професси суйланă. Анчах пурнăçĕсене спортпа çыхăнтарнисем Петьăсăр пуçне çукрах.

– Ялтах тĕпленесшĕн, – калаçăва вĕçленĕ май шухăша уçрĕ П.А.Михайлов.

Эльвира

КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика