23 мая 2012 г.
Çак кунсенче шахмăта юратакансен «е2-е4» клубĕн членĕсем Б.Кирилловпа (Мăн Вылă) А.Иванов (Элĕк) тата Г.Родионов (Элĕк) Вăрнар поселокĕнче шашкăлла выляс енĕпе республика шайĕнчи ăмăртăва хутшăнчĕç.
25 спортсмен шутĕнче тĕнче шайĕнчи 1 мастер, 6 спорт мастерĕ тата 18 спорт мастерĕн кандидачĕ тупăшрĕç. Пĕрремĕш вырăна В.Семенов (Тăвай районĕнче çурала ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан тĕнче шайĕнчи мастер) тухрĕ. Иккĕмĕш вырăна О.Михайлов (Элĕк районĕнчи Татмăшра çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнать, спорт мастерĕ) йышăнчĕ. Х.Абьнов (Патăрьел районĕ, спорт мастерĕ) виççĕмĕш пулса тăчĕ.
Пирĕннисенчен Б.Кириллов ăнăçлăрах ăмăртрĕ.
З.ФЕДОРОВ,
«е2-е4» шахмăт клубĕн президенчĕ