23 мая 2012 г.
Татмăшри Юрий Никифоров фермер ĕçне пуçăнни пит нумаях мар-ха. Çултан-çул çамрăк опыт пухса пырать. Унăн ырă енне ял çыннисем асăрхама ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ: вăл тытăннă ĕçе вĕçне çитермесĕр те лăпланмасть. Ял шăпи пăшăрхантарнăран хуларан тăван кĕтесе таврăнчĕ, хăйĕн пурнăçне çĕрпе çыхăнтарчĕ. Юрий Николаевич малашлăха пысăк шанăçпа пăхнăран тĕрлĕ техника туянчĕ, çĕр улми хранилищи турĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» лартса çитĕнтересси çине таянчĕ. Паллах, пĕлтĕр те, кăçал та тĕш тырăсене акма хирĕçлемерĕ.
Халь, çур аки вăхăтĕнче, вун-вун ыйту татса пама тиврĕ. Урăхла пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен ака-суха ĕçĕсене тăсса ямалли çук. Çавăнпах ирех пуçăнса çĕрле çывăрма выртичченех лăпкăлăха туймарĕ. Çамрăк фермер ыттисемпе танах хĕрÿ тапхăрта уй-хиртен татăлмарĕ: пĕрисене ăнлантарчĕ, теприсене хушрĕ. Çапла – кунĕпех. Юрий Никифоров фермер çине тăнипех ĕç малтан пăхнă пек кал-кал пычĕ. Ашшĕ те ывăлне кирлĕ самантра пулăшу пачĕ.
Никифоров фермер кăçал çĕр улми вăтăр гектар ытла лартрĕ. Ку ĕçре ăна Татмăшри Василийпе Алексей Егоровсем, Валерий Евсеев, Владимир Гаврилов, Вутланти Алексей Гордеев тата ыттисем те пулăшрĕç.
– Чи лайăххи – «Иккĕмĕш çăкăра» сутмалли рынок пурри. Çĕр улмие вырнаçтарассипе ку таранччен йывăрлăх тупăнман, – терĕ Ю.Никифоров фермер.
Унăн тĕллевĕ уçăмлă, техникăна çĕнетмелле, лаптăка çулсерен ÿстермелле.
Юрий КОРНИЛОВ.