23 мая 2012 г.
Элĕк Енĕн тĕп çулĕсемпе иртнĕ чухне Сурăмпуç Шĕмшеш ялне пули-пульми асăрхаймăн, ăçтарах вырнаçнине те пĕлеймĕн. Пытанса ларма та пĕлнĕ тейĕн ăна. Юрать-ха, юлашки çулсенче хывнă тап-такăр асфальтлă çул çав ял пуçне çитерсех хăварать. Тÿрех вăрăм çырма, çап-çутă пĕве, анаталла майлă тăсăлакан урамсем куç умне тухаççĕ. Пытаннă пек туйăнать пулин те, паллă вырăнтах – Сурăмпа Шĕмшеш шывĕсем чикĕленнĕ çĕрте вырнаçнă ку ял. Унăн Сурăмпуç Шĕмшеш ячĕ çавăнтан тухнă та ĕнтĕ.Сад (Садовая) урамĕ чи малтан кĕтсе илет яла килекене. Вăлах çула тухнă чухне те ăсатса ярать. Хăй вара пысăках мар. Пĕр енĕпе пуçланать те хире-хирĕç пăхса ларакан çурчĕсемпе вĕçленет. Садовăй урам кÿршĕ яла та çул кăтартать. Шăпах Сурăм шывĕ пуçланнă вырăнти çырма урлă каçатăн та – Ишпарайкка курăнса каять. Çак урам вĕçĕнчерехре пурăнакан Валентина Орендеева шăпах çавăнта çуралса ÿснĕ. Хĕр пÿне çитсен çывăхах – Сурăмпуç Шĕмшеш ялне качча тухнă. Алексей мăшăрĕпе иккĕшĕ ятлисен шутĕнче пулнă вĕсем.
– Эпир ял хуçалăх ĕçĕсенчен уйрăлман. Упăшка водительте нумай çул тĕрлĕ груз турттарчĕ. Эпĕ фермăра вăй-хала шеллемесĕр тимлерĕм, – терĕ иртнĕ кунсенче утмăл пилĕк çул тултарнăскер.
Ольгăпа Лазарь Тихоновсем те ял хуçалăх отраслĕнче ырă йĕр хăварнă. Ольга Элеккенушкăньри сысна ферминче вăтăр çул ытла ĕçлесе орден илме тивĕçнĕ. Лазарь вара вырма вăхăтĕнче çулленех комбайнпа ĕçленĕ, хуçалăхра кăна мар, районта та малта пынă. Ĕçпе вăрçă ветеранне, ял хуçалăх производствине йĕркелессипе ырă тĕслĕх кăтартнă Яков Тихонова та ял-йышра ырăпа кăна аса илеççĕ. Унăн мăшăрĕ, нумай ача амăшĕ, тыл ĕçченĕ, Зинаида Семеновна та Садовăй урамра ырă ятпа пурăнать. Сергей Егоров та Сурăмпуç Шĕмшешре паллă çын. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнăскер сутуçăра нумай çул ырми-канми тимленĕ. Садовăй урамра вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, шут ĕçĕн ветеранĕсем те пурăнаççĕ. Хăй вăхăтĕнче мĕн тери кирлĕ те усăллă пулнă вĕсем. Халĕ, ватăлса пынă май, вăй-халĕ те чакнă. Паянхи куна та Чăваш Енре ырăпа палăракан Николай Сергеевич Егоров, Виталий Леонидовичпа Леонид Геннадьевич Шашкаровсем те Сурăмпуç Шĕмшешре кун çути курса вăй илнĕ.
Элĕк Енре ятсăр мар ку ял. Анчах халĕ лăпкăн кăна тĕлĕрнĕн туйăнать вăл. Мĕншĕн тетĕр-и; Садовăй урамра авă çамрăк çемьесем çукпа пĕрех. Шкула çÿрекен ачасем те иккĕн çеç. Салтака кайнă, авланнă, качча тухнă, ача çуратнă тенине илтеймеççĕ ку тăрăхра пурăнакансем. Чылай кил-çуртра пĕччен ватăсем пурнăç тытаççĕ. Ял-йышран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнисем сахалах марри те паллă. Вĕсен пушанса юлнă çурчĕсем хурланнă евĕр мĕскĕннĕн курăнса лараççĕ. Çамрăккисем, вăйпитти арçынсем вара аякка иленнĕ. Ĕç вырăнĕ тивĕçменни çав утăма тума хистенĕ вĕсене.
Ватăлса пыракан ялта шыв кĕртессипе ĕçлени шанчăк та кÿрет. Тăрписене хывнă-ха, анчах таса шывне кĕтсе илеймеççĕ ял çыннисем.
С.СВЕТЛОВА.