23 мая 2012 г.
Сак çинче вăрăмрах пÿ-силлĕ аслă ăрури арçын ларать. Атмалкасси ялĕн пурнăçĕпе кăсăкланнă май, калаçу Алексей Иванович Артемьевăн кун-çулĕ çине куçрĕ. 62-е пусмăрланă вăл. Çăмăлах пулман унăн ачалăхĕ. Амăшне пулăшас тĕллевпе сакăр çулта чухнех хуçалăх ĕçне хутшăнма пуçланă. Çивĕч ĕçленĕрен аслисем ăна шÿтле-шÿтле «Жнейка» тесе чĕннĕ. Тантăшĕсем урамра выляса çÿренĕ тапхăрта Алексей Иванович кĕтÿ кĕтнĕ.
– Аттесĕр ÿснĕрен килте укçа-тенкĕ çеç мар, апат-çимĕç те çитсе пыман. Анне уйран çĕрулми çĕрĕкне пухса икерчĕ пĕçерни халĕ те манăçман, – тăсать калаçăвне ватă.
Сакăр класс пĕтерсен амăшне шеллесе хуçалăха конюха вырнаçать. Службăра пулать.
– Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех пурнăçăм пĕтĕмĕшле выльăх-чĕрлĕхпе çыхăннă. Ферма выльăхне те пăхрăм. Канаш районĕнчи Штанашра та, Чулхула облаçĕнче те кĕтÿçре çÿрерĕм. Анчах «Ĕç ветеранĕ» ята илмелĕх стаж пухаймарăм, – пăшăрханăвне палăртать ватă.
Зинаида Николевнăпа ултă ывăла çуратса ÿстернĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ çемье çавăрнă ĕнтĕ, тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ. Килти вучаха хĕмлентерекенни – Ванюш. Вырăнта ĕç çукран «шапашкăна» тухса çÿрет.
– Акă çак пÿрте, сарайсене, лаçпа гаража çынсене явăçтармасăрах турăмăр, – пĕлтерет ултă теçеткерен иртнĕ кил хуçи.
Зинаида Николаевна сахăр диабечĕпе чирленĕрен ĕне-вăкăрсене Алексей Иванович пĕчченех пăхать.
Артемьевсем лаша та тытнă, сурăхсем те йышлă усранă.
И.ВАНЮШИНА.