23 мая 2012 г.
Пĕччен упа та ан пурăнтăр, тенĕ. Анчах та çак чĕрчун пек пĕччен кун ирттернĕшĕн питех пăшăрханмасть Мăн Тукташ ялĕнчи Владимир Иванович Спиридонов.
Пĕччен пурнăçра çăлăнăç шыраса эрех черкки тытнă тĕслĕхсем сахал-и; Владимир Иванович вĕсен шутне кĕмест, эрех-сăрапа ашкăнмасть. Хăйне сăпайлă тытать, тирпейлĕ пурăнать. Çур ĕмĕр урлă каçнăскер пурнăçăн тÿнтерле пулăмĕсене пайтах курнă.
– Пирĕн ялта пуçламăш шкул пурччĕ. Эпĕ унта виçĕ çул вĕреннĕ, – терĕ алă икĕ çулхи арçын.
Вăтам пĕлĕве вăл Ураскилтре илнĕ. Хыççăн салтак службинче пиçĕхнĕ. Шофер правине илнĕскер çарта та автомашинăпа çÿрет.
– Байкал-Амур магистральне хывнă çĕре хутшăнтăм эпĕ. Хăватлă стройкăсене валли чул турттарса тăтăм, – хăпартланчĕ Владимир Иванович.
Вăл тăван «Молния» хуçалăхра водительте нумай çул тăрăшать. Ял хуçалăх предприятийĕ аркансан, пăшăрхансах ÿкмест Владимир Спиридонов. Килти хуçалăха аталантарас ĕçе хăюллăн кÿлĕнет. Ĕне усрать, сурăхсем те тытать. Кĕпе-йĕм çуса тасатмалла-и, çăкăр-кукăль пĕçермелле-и – хĕрарăм ĕçне çăмăллăнах парăнтарать.
Унăн алла черкке тытас йăла та çук. Паллах, эрех тенине пач сыпмасăр пурăнмасть вăл, анчах виçине пĕлет.
– Пирус туртни сиенлĕ пулнине ăнланатăп, çавăнпа унран хăтăлас ĕмĕтпе пурăнатăп, – шухăшне уçрĕ хусах.
– Владимир Иванович, эсир пурнăçра авланас шут тытман-и; – терĕм ăна.
– Хĕрсемпе çÿренĕ, калаçнă. Анчах та çамрăк вăхăт иртсе кайнине сиссе юлаймарăм, – хуравларĕ В.Спиридонов.
Унăн пиччĕшĕ, шăллĕ, йăмăкĕ те хулара тĕпленнĕ. Вĕсем тăван килне час-часах килсе каяççĕ.
Владимир НИКИФОРОВ.