26 мая 2012 г.
Çăмăллатнă кредит харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантарма питех те меллĕ меслет пулса тăчĕ. Ахальтен-им халĕ унпа ытларах та ытларах усă курма тăрăшаççĕ. Акă, кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче Йăлкăш ял тăрăхĕнчи 10 хушма хуçалăх хуçисем 1 миллион та 760 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Раççей Перекет банкĕн районти уйрăмĕнчен 9 кредит, çавăн пекех тепĕр кредит 1 çемьене Раççей Ял хуçалăх банкĕн Элĕкри уйрăмĕнчен уйăрса панă.
Ял çыннисем патшалăх пулăшакан укçа-тенкĕпе пĕчĕк техника, ăратлă выльăх-чĕрлĕх туянаççĕ, çĕнĕ витесем тăваççĕ, киввисене юсаççĕ.