АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ывăннине туймаççĕ

26 мая 2012 г.

Тури Юлăш ялне пырса кĕнипе пĕрлех хĕрарăмпа арçын куç тĕлне пулчĕç. Иккĕшĕ те хĕрÿ ĕçе кÿлĕннĕ. Пĕри урамри çÿп-çапа тимлесех кĕреплепе тураса пуçтарать, тепри ишĕлсе аннă карта-хурана юсама пикеннĕ.

Мăшăрсемпе хăвăрт пĕр чĕлхе тупрăмăр.

Людмила Петрова çап-çамрăклах амăшĕпе пĕрле кил ăшшине тытнă. Ашшĕсĕр ÿснĕ. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн ялти фермăна ĕçлеме вырнаçать. Çирĕм пĕр çула çитсен пурнăçĕнче татăклă улшăну тăвать Тури Юлăш хĕрĕ. Хулана иленет. Повара вĕренсе тухать те ресторанта тутлă апат-çимĕç хатĕрлет. Больницăра реанимаци уйрăмĕнче те ĕçлеме тÿр килет. Троллейбус çинче кондуктор пулать.

– Çĕнĕ Шупашкарти хими комбинатĕнчи сиенлĕ цехра вун ултă çул тимлерĕм. Тĕрлĕ сăрăсем туса кăларнă çĕрте сменăпа ĕçлеттĕмĕр, – вăйпитти вăхăтне ума кăларчĕ анчахрах утмăл çул тултарнăскер.

Хуларах качча тухать. Хăтлă хваттер илме те тивĕçеççĕ мăшăрсем. Саша, Сергей ывăлĕсене те шыраса тупаççĕ.

– Хулара ĕçленĕ вăхăтра канмалли кунсенче тăтăшах яла, анне патне çитме тăрăшаттăмăр. Килти йывăр ĕçсене хамăрах пурнăçлаттăмăр, – сăмах çăмхине малаллах сÿтрĕ хĕрарăм.

Тивĕçлĕ канăва тухсан та яла куçса килме шутламан-ха мăшăрсем. Кунта çуллахи вăхăтра кăна пурăнма ĕмĕтленнĕ. Çапах та 2003 çулта татăклă улшăну тума тивнĕ вĕсен. Çуркунне килетпĕр те кĕркунне каятпăр тесех çитнĕ-ха вĕсем Юлăша. Людмила Аркадьевна мăшăрне, Валерие – хула çыннине, вырăса питех те килĕшнĕ ял пурнăçĕ. «Çакăнтах пурăнар», – тенĕ упăшки. Арăмĕ хирĕçлемен. Халĕ авă вĕсем тăххăрмĕш çул ял пурнăçĕпе киленеççĕ.

Килти хуçалăхне тĕпренех çирĕплетсе илемлетнĕ вĕсем. Выльăх-чĕрлĕх усрама сарай та çĕкленĕ.

– Килти строительство ĕçĕсенче кредит илни пысăк пулăшу кÿчĕ. Çак майпах мотоблок, косилка, прицеп та туянтăмăр, – хăпартланчĕ Людмила Петрова.

Ывăнма пĕлмен мăшăр пăру илсе çитĕнтернĕ, ĕне усраççĕ.

В.НИКИФОРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика