26 мая 2012 г.
Инна Капитонова (хĕр чухнехи хушмачĕ çапла) Элĕкри вăтам шкулта «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕреннĕ. Медаль илме тивĕçнĕскер пĕлĕвне малалла ÿстерессипе çирĕп тĕллев лартать. Шкулпа сывпуллашнă хыççăнах, 2001 çулта, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн студенчĕ пулса тăрать. Ăслă хĕр сиплев ĕçне çине тăрсах вĕренет. Алла диплом илсен Писер хĕрĕн шăпи Элĕк Енех тухнă. Районти тĕп больницăра вăй хурать халĕ Инна Никонорова. Врач-дерматовенеролог тивĕçне тулли кăмăлпа пурнăçлать.
Яваплă ĕçе нумаях пулмасть кÿлĕннĕ пулин те ăсталăх куллен ÿссе пынине туйсах тăрать Инна Юрьевна.
– Опытлă сестра, Людмила Семенова, мана малтанхи утăмсем тума нумай пулăшрĕ, – тет çамрăк специалист.
Вăл кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсемпе кĕрешмелли 2010-2020 çулсем валли палăртнă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн пулса пынине те палăртрĕ.
– Пытармалли çук, çынсем тĕрлĕрен ерекен чирсемпе чирлеççĕ. Хăшĕ-пĕрисем хăйсем чирлине пĕлтерес мар тесе врач патне кĕме вăтанаççĕ. Хăраса тăма кирлĕ мар, ун пеккисене анонимлă майпа сиплетпĕр, – хушса хучĕ Инна Юрьевна.
Вăл сывлăх ĕçченĕн профессине мĕншĕн суйласа илнипе те интереслентĕм.
– Çынна чир-чĕртен сыватасси пархатарлă ĕç. Ку туртăм вара мана аннерен куçнă, – кĕскен хуравларĕ çамрăк врач.
Чăнах та, асăнма та кăмăллă. Унăн амăшĕ, Людмила Васильева, медицина сестри. Чылайранпа тĕп больницăрах хирурги уйрăмĕнче тăрăшать. Пысăк категориллĕ специалист шутланать. Сăмах майĕн каласан, Людмила Капитоновăн икĕ аппăшĕ те, Галинăпа Елизавета, сывлăх ĕçченĕсем. Вĕсен амăшĕ Александра Прокопьева вара, Мăн Этменти медицина пунктĕнче ĕçленĕскер, сывлăх ĕçченĕн династине пуçараканĕ пулнă.
Инна Юрьевна çамрăк тухтăрăн хавхаланса ĕçлеме сăлтавĕ те пур. Унăн аппăшĕ Татьяна Юрьевна та поликлиникăрах вăй хурать. Аппăшĕпе йăмăкĕ, амăшĕ те сывлăх ĕçченĕсем пулни, виççĕшĕ те тĕп больницăрах вăй хуни – чăннипех те ырă тĕслĕх.
Инна Юрьевна, çамрăк дерматовенеролог, Сурăмпуç Мучикасси кинĕ. Владимир мăшăрĕпе иккĕшĕ ывăлпа хĕр пăхса ÿстереççĕ.
С.ИВАНОВА.