АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вулавăш – тарăн пĕлÿ çăлкуçĕ

26 мая 2012 г.

Çĕннине, иртнине пĕлес пулăм кашни çыннăн ачаранах пуçланать, çавăнпа та вулавăш çуртне васкатăн.Хамăр ялти пуçламăш класра вĕреннĕ чухне Хитекушкăнь библиотекине кайни асăмра. Кунта Тавăтри çичĕ çул вĕренмелли шкул учителĕ пулнă Павел Терентьевич Терентьев ĕçлетчĕ. Вăл Çĕрпÿ хулинче педагогика тата библиотека техникумĕнче вĕреннĕ. Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, орденсемпе медальсене тивĕçнĕ, пенсие кайичченех илемлĕ литература кĕнекисемпе паллаштаратчĕ.

Виçĕ çул Мăн Вылăри çичĕ çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ илнĕ вăхăтра та вулавăшсемпе çывăх пулнă. Ял библиотекинче тĕрлĕ кĕнекесем нумайччĕ. Анна Исаева сĕннипе Леонид Агаковăн «Пĕрре, çуркунне», «Ылтăн вăчăра» кĕнекисемпе паллашнăччĕ.

Вăтам пĕлÿ Ураскилтри вăтам шкулта илнĕ, кунта та библиотекăна çывăх пулнă.

Етĕрнере ял хуçалăх механизаци училищинче вĕренекенскер кану кунĕсенче хула библиотекинче вăхăта ирттертĕм, вулав пÿлĕмĕсенчех хамăн пулас иккĕмĕш професси ĕмĕчĕ çуралчĕ.

Пилĕк çул Чăваш педагогика институтĕнче пĕлÿ илтĕм: 1-мĕш курсрах хамăрăн библиотекăсăр пуçне час-часах М.Горький ячĕпе хисепленекен хула тĕп библиотекинче (Атăл юханшывĕн çыранĕ хĕрринче вырнаçнăччĕ) вулав пÿлĕмĕсенче рефератсем, курс ĕçĕсене çырнă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче СССР педагогика наукисен академийĕн тата РСФСР çутĕç министерствин наукăпа тĕпчев институчĕсенче куçăмсăр майпа вĕрентĕм. Мускаври икĕ библиотекăра сахал мар вăхăт ирттернĕ.

Халĕ Шупашкар хулин библиотекисен хăни пулма васкатăп. Паллах, республика лапамне çывăх аслă шкулсен библиотекисенче, чăваш наци, вĕренÿ институчĕн библиотекисенче çĕнĕ хыпарсемпе, кĕнекесемпе, наука сăнавĕсемпе, статьясемпе паллашма тăрăшатăп.

Элĕкри тĕп библиотекăра чăвашсен паллă çыравçисемпе Сергей Павловпа Ангелина Павловская йĕркеленĕ тĕл пулура пулни, вĕсен кĕнекисене пĕлни мана хавхалантарса ячĕ. Хальхи пурнăçра çĕннине пĕлмелли майсем çителĕклех: çĕнĕ кĕнекесемпе журналсен çĕнĕ номерĕсем, хаçатсем, Интернет, радиопа телевидени. Манăн шутпа, тарăнрах, тĕплĕнрех пĕлÿ çăлкуçĕ – библиотека.

В.ГЕРАСИМОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика