26 мая 2012 г.
Спортра та, кулленхи пурнăçра та пултаруллă, хастар хĕрарăм пурăнать Кĕçĕн Тăван ялĕнче. Пĕчĕкрех кĕлеткеллĕ, çинçе пилĕклĕ, сарă çÿçлĕ Ольга Федорова спорта та юратать. Вăл хăйĕн ырă кăмăллăхĕпе, çепĕçлĕхĕпе палăрать.Володя мăшăрĕпе иккĕшĕ пĕр ачана пăхса ÿстереççĕ. Пĕртен пĕр хĕрĕ Алиса халĕ Тавăтри вăтам шкулта иккĕмĕш класс пĕтерет.
Ольга Томкă урамĕнчен Шарыпкă çамрăкне качча килнĕренпех хăйĕн малашлăхри пурнăçне шкулпа çыхăнтарнă. Вăл малтанах Кĕçĕн Тăван шкулĕнче тасалăхпа тирпей-илемлĕхшĕн яваплă пулчĕ, кайран Тавăта куçма тиврĕ. Халĕ кашни кун ĕçе çÿрет Ольга. Хĕлле йĕлтĕрпе чупать, çулла çăмăл атлетика мелĕпе е велосипедпа ярăнма кăмăллать. Çамрăк хĕрарăм çу кунĕсенче мăшăрĕ аякри хуласене ĕçлеме кайсан, мотоблока та хăех чуптарать. Утă-улăм турттармашкăн пĕр-пĕр çын пулăшасса кĕтмест.
Тутлă кукăль-çăмах вăрттăнлăхĕсене лайăх пĕлет О.Федорова. Пылак çимĕçсем хатĕрлесси те йывăр ĕç мар уншăн. Ольгăн аппăшĕ Лена та спортпа туслă. Ял тăрăхĕнче ирттерекен мероприятисемпе районти спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнаççĕ пĕртăвансем. Иккĕшĕ яланах малти вырăнсене тивĕçеççĕ.
Ленăн Оля йăмăкĕ хăйне кăна мар, ачине те спорт енне туртăнтарать.
В.МИХАЙЛОВ.