30 мая 2012 г.
Пачах та пĕр-пĕрне палламан çынсем пĕрлешсе çемье чăмăртаççĕ, ача-пăча çуратса тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тăрăшаççĕ. Ассакассинчи Филипповсем çирĕм çул ытла туслă пурăнаççĕ.
Ÿркенмен çын яланах тутă
Александр Филиппов ача чухнех хăйĕн пурнăçне ялпа çыхăнтарма шутланă. 1968 çулта çуралнăскер ÿссе çитсен те ĕмĕтне улăштарман. Шкул пĕтерсенех электрик профессине алла илет Саша, тăван килнех таврăнать. Салтак ячĕ тухсан çар ретне тăрать, десантник пулса тăван çĕр-шыва сыхлать.
Пулас арăмĕпе клубра паллашнă. Вăл вăхăтсене халĕ те ăшшăн аса илет.
– Ял çамрăкĕсемпе клуба кайрăмăр. Çынсем нумайччĕ. Мана Люба калаçни, унăн хусканăвĕ, çынна итлеме пĕлни кăмăла кайрĕ, – аса илчĕ Александр Филиппов.
– Мана та Саша пĕрре курсах килĕшрĕ, – сăмах хушрĕ Вăрнар районĕнчи Чăрăш Шĕнер ялĕнче çуралса ÿснĕ Люба.
Хĕрпе каччă пĕр-пĕрин туйăмĕсене çур çул тĕрĕсленĕ хыççăн пĕр çемье чăмăртанма шутланă. 1990 çулта туй кĕрлеттереççĕ. Иртнĕ çул Александрпа Любовь 20 çул пĕрле пурăннине паллă тунă.
Пĕр ача пĕрлĕхсĕр тенине манман
Качча кайсан çамрăк арăм хăйĕн хушамачĕпех юлнă. Куншăн упăшки ÿпкелешмен ăна. Мăшăрăн часах «пĕчĕк кайăк» та вĕçсе килнĕ. Наташа ят панă ăна. «Пĕр ача пĕрлĕхсĕр», – тенĕ ваттисем. Сашăпа Люба тепĕр хĕр ачана пурнăç парнеленĕ.
– Халĕ вара Наташăпа Лариса чăн-чăн пулăшуçăсем, урай çăваççĕ, пÿрт-çурта тирпейлеççĕ, – пĕлтерчĕ икĕ ача амăшĕ.
Наташа шкул саккипе сывпуллашнă ĕнтĕ. Хĕр Шупашкарта электромеханика колледжĕнче пĕлÿ илет. Лариса вара кăçал тăххăрмĕш класа куçнă.
Ир пуçласа каçчен ура çинче Сашăпа Люба. Ачисене тĕрĕс воспитани парассипе пĕрлех килти хуçалăхра та темĕн чухлĕ ĕç тупăнать-çке ял çыннин. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕхĕ, чăххи-чĕппи вĕсен.
– Пĕрлешсен эпир тĕп хулара пурăнтăмăр. «Электроприбор» заводра тăрăшрăм. Мăшăрăм та тĕрлĕ çĕрте ĕçлерĕ. 1996 çулта Ассакасси ялне куçса килтĕмĕр. Тÿрех кунти хуралтăсене, кил-çурта çĕнетме тытăнтăмăр, – калаçăва малалла тăсрĕ хĕрĕх иккĕри хĕрарăм.
Ялти фельдшер пунктĕнче тăрăшнă, колхозра тар тăкнă. Мăшăрĕ те пĕр вăхăт хуçалăх ĕçĕсене хутшăннă. Кил хуçи хĕрарăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, арçын халĕ ют хуласемпе облаçсене ĕçлеме çÿрет. Филипповсем выльăх-чĕрлĕх усраса та тупăш илме тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть Сашăпа Люба çĕнĕ пÿрт çĕклеме тĕллев лартнă. Ку йывăр ĕçре вĕсене тăванĕсемпе ял-йыш пулăшаççĕ.
Хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ
Любăпа Саша хăнасене яланах сиплĕ пыл янă чейпе хăналаççĕ. Вĕлле хурчĕсемпе ĕçлесси чун киленĕвĕ шутланать кил хуçи арçынĕшĕн.
– Хуртсене вăхăтра пăхса тăмалла, чирлесрен асăрхамалла, – тет Александр Филиппов.
Пысăк тухăç илесси тĕрлĕ сăтлавсенчен килнине те палăртрĕ арçын, тимлĕхлĕ пулмаллине асăнчĕ.
– Хуртсене пăхасси – хăйне евĕрлĕ ăсталăх. Мĕн пĕлменнине кĕнекерен, хаçат-журналсенчен вĕренетпĕр, – мăшăрĕпе килĕшрĕ Любовь Федорова.
Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ арăмĕпе упăшки, килĕштерсе пурăнаççĕ.
Вера МОРОЗОВА.