30 мая 2012 г.
Мăн Вылă шкулĕнчи Людмила Никифоровапа Рая Моисеева вун пĕрмĕшĕнче ăс пухаççĕ.Туссем кĕçĕн классенчех «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ. Иртнĕ çул пĕр чĕрĕкре Людăн та, Раян та пĕрер тăваттă çеç тухнă.
Шкул ачисемпе калаçатăп та, тантăшсем пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланни сисĕнет. Тыткаларăшĕ те, хусканăвĕсем те пĕр евĕрех, калăн – пĕртăвансем.
– Людăпа эпир мĕн пĕрремĕш класран пуçласах пĕр парта хушшинче ларатпăр, – пĕлтерет Рая Моисеева.
Иккĕшĕ те çулсеренех районта тата республикăра иртекен олимпиадăсенче çитĕнÿсем тăваççĕ.
– Люда историпе, акăлчан чĕлхипе, вырăс чĕлхипе литературипе, обществознани предмечĕсемпе тăтăшах олимпиадăсене хутшăнать. Çавăн пекех наукăпа практика конференцииĕсенче те тавра курăмне ÿстерет, – тантăшĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарать Р.Моисеева.
Вăл хăй те çитĕнÿсем тунă. Кăçал кăна экономика, физика, чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхисен олимпиадисенче çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕ. Пĕлтĕр Раççейри дистанцилле майпа ирттернĕ олимпиадăсенче те мала тухнă.
– Рая иртнĕ çул «Çулталăк вĕренекенĕ» конкурса хутшăнса «Пур енлĕ ăста» номинацире çĕнтерчĕ. Район пуçлăхĕн стипендине тивĕçрĕ. Çавăн пекех спортра та палăрать, – юлташĕ çинчен каласа парать Людмила Никифорова.
Р.Моисеевасен килте тăватă ача. Рая – асли. Ăна кура Настьăпа Света йăмăкĕсемпе Стасик шăллĕ те вĕренÿре малтисен йышăнче. Людмила Никифоровасем вара çемьере пиллĕккĕн, вăл вăтамми. Çемьери ытти ачисем те вĕренÿре тăрăшулăх кăтартаççĕ.
Л.Никифоровапа Р.Моисеева вĕренÿре Интернетпа усă курнине, унта тĕрлĕ энциклопеди вуланине пĕлтерчĕç. Халĕ çине тăрсах пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хатĕрленеççĕ туссем.
– Эпĕ тухтăр специальноçне суйласа илесшĕн, – кĕскен пĕлтерет Рая.
– Манăн вара аслă пĕлÿллĕ социаллă ĕçчен пулас ĕмĕт пысăк, – тет Люда.
Хĕрсем ашшĕ- амăшĕсемшĕн те чăн-чăн пулăшуçă.
Эльвира КУЗЬМИНА.