АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă çемье ÿсĕм тăвать

30 мая 2012 г.

Тăван кĕтес кашни çыншăн хаклă. Людмила Артемьевăшăн вара Тури Вылă ялĕ çывăх. Кунти йышлă çемьере çуралса çитĕннĕ вăл, çавăнтах качча тухнă.Килте ферма тытаççĕ

– Пирĕн туй пулнăранпа чылаях вăхăт иртрĕ, – терĕ вăтам çулсенчи Людмила Ильинична.

Артемьевсем пĕр кун та ĕçлемесĕр пурăнман. Кил хуçи арçынĕшĕн, Анатолийшĕн тăван «Молния», «Трудовик» хуçалăхсен ĕçĕ-хĕлĕ малти вырăнта тăнă. Юлашки вăхăтра пай çĕрĕсене харпăрлăха илнĕ, техника туяннă. Халĕ вара вĕсен тракторĕ, косилки тата ытти техника та çителĕклĕ.

– Иртнĕ çул хамăр йышпа утă-улăм чылай хатĕрлерĕмĕр. Çавна май выльăх-чĕрлĕхе тăрантарса усрама та чăрмавсем пулмарĕç, – пĕлтерчĕ Людмила Артемьева.

Вĕсен сăвакан ĕнесем, самăртма уйăрнисем, пăрусем пурĕ тăхăр пуç таранах. Пысăк та ăшă витере хĕл каçараççĕ выльăх-чĕрлĕхе. Ĕнесене Людмила Ильинична алăпах сăвать. Килти «фермăра», уйра, пахчара ĕçлеме мăшăрсене ачисем те пысăк пулăшу параççĕ. Вĕсем виççĕшĕ те çитĕнсе çитнĕ ĕнтĕ. Вĕренсе, професси илсе, хăйсен вырăнĕсене те тупнă. Çавах та тăван килне манмаççĕ. Артемьевсем пĕрлехи вăйпа икĕ хутлă çĕнĕ кирпĕч çурт та çĕкленĕ. Анатолий аякри стройкăсенче сахал мар тар кăларнă. Çав тапхăрта Людмила Ильинична килти хуçалăхри тиеве хăех туртса пынă.

Сутуçăра та

пултаруллă

Людмила Артемьева кооператив техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăнах лавккара ĕçлеме тытăннă.

– Суту-илÿ тытăмĕнчи ĕç-хĕле Шĕнтрешре пуçларăм. Тăван Тури Вылăра 1999 çултанпа вăй хуратăп, – хыпарларĕ ĕçчен хĕрарăм.

Пысăк лавккара пĕчченех тăрăшать Л.Артемьева. Лавкка алăкне хупă тăратас йăла çук унăн. Тавар çаврăнăш планне уйăхсерен пурнăçласах пырать.

С.САВЕЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика