30 мая 2012 г.
«Юратап сана, ытала мана, мĕн тери илемлĕ паян эп санпа...» Çак юрă сăмахĕсене чи пĕрремĕш хут илтме тÿр килчĕ пĕлтĕр Кĕçĕн Тăванти Хураçтÿ уявĕнче.Лариса Федоровăна пирвайхи хут юрланине илтсен хытах тĕлĕннĕччĕ. Мĕнле-ха капла; Шкулта вĕреннĕ вăхăтра ăна юрланине курманччĕ-çке; «Юрлама юратап» тенине те илтмен. Халĕ вара ăнсăртран çÿл тÿпери çăлтăр çуралчĕ тейĕн. Кĕтмен çĕртрен Лариса артист та пулса тăчĕ.
Темĕнле вăрттăн талант пытаннă тейĕн унра. Анчах та вăл пĕчĕк чухнех юрлама юратнă иккен. Халĕ акă пултарулăхĕ уçăлнă тейĕн.
Л.Федорова Кĕçĕн Тăван ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăван ялăн шкулĕнчех 9-мĕш класа çити вĕреннĕ. Кайран вара шкула хупсан Тавăтри Б.С.Марков ячĕллĕ вăтам шкула куçнă. Вуннăмĕшпе вун пĕрмĕш классене унтах вĕренсе алла аттестат илсе тухнă. Шкул саккинче чухнех хĕр активлăхпа палăрнă. Мероприятисене хутшăнма та кăмăлпах килĕшнĕ вăл. Паянхи кун Лариса И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культурологи факультетĕнче вĕренет. Унта хĕр ачан куçăмлă майпа тÿлевсĕр вĕренме кĕме май килчĕ. Иккĕмĕш курс студенткин зачетки çинче пĕтĕм «пиллĕк» паллăсем çеç. Ÿстерсе панă стипендие тивĕçнĕ.
– Эпĕ юрлама чун туртнипе пуçларăм. Шкулта чухне, тен, вăтаннă та пулĕ. Халĕ ĕнтĕ кăмăла уçса сцена çине тухас килчĕ. Юрă çырас енĕпе Сергей Марков композитор пулăшрĕ. Вăл çырнă сăмахсемпе юрă хатĕрленĕ хыççăн сцена çине тухнă çĕрте Виктор Петров артистăн тÿпи пысăк, – хаваслăн пĕлтерчĕ çамрăк юрăç.
Лариса пысăк сцена çине чи пĕрремĕш хут 1-мĕш курсра тухнă. Унтанпа çĕнĕ «çăлтăрăн» 5 юрă пухăннă. Халĕ улттăмĕшне сцена çине кăларма хатĕрлеççĕ. Юрă-ташăра палăрнипе пĕрлех вĕренÿре те, спортра та маттур. Шкул сакки çинче чухнех ăмăртусене хутшăннă. Районта иртекен ăмăртусене тухнă. Чупассипе пĕрремĕш вырăна та тухнă вăл. Куçăмлă майпа вĕреннипе пĕрлех алла тепĕр специальность те илме шутланă пике. Çак факультетрах театр вăрттăнлăхĕсене шĕкĕлчет. Çапла майпа вĕренсе тухнă çĕре унăн алăра харăсах икĕ диплом пулать.
Сцена çинче юрламашкăн çĕнĕ илемлĕ кĕпесем саккаспа çĕлеттерет. Халĕ ĕнтĕ унăн «çăлтăр» пурнăçĕ чăннипех те пуçланнă.
Лариса Федоровăн ĕмĕчĕсем пысăк. Чи малтанах унăн – вĕренсе пĕтерсе, алла диплом илсе артист пуласси. Çавăн пекех спорта та пăрахмасси çинчен пĕлтерчĕ майĕпен халăхра палăрса пыракан çамрăк юрăç.
Анжелика СИЛИВЕСТРОВА.