02 июня 2012 г.
Тавăтри вăтам шкулта тăрăшса вĕренекенсем нумайăн. Вĕсенчен пĕри – вун пĕрмĕш класра пĕлÿ илекен Артур Дмитриев. Вăл вĕренÿре лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыма тăрăшать.Кĕçĕн Тăван ялĕнче çуралса ÿснĕскер, тăван ялти шкулах çÿренĕ малтан. Каярахпа, хăй çиччĕмĕш класа куçмалли çул, Кĕçĕн Тăван шкулĕ тĕппипех хупăнать, ачасене Тавăт шкулне вĕренме яраççĕ. Артур та унтах кайма шутлать.
Халĕ арçын ачан – пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен вăхăчĕ. Унтан вара пурнăçра чи кирлĕ утăм тумалли тапхăр пуçланать. Алла пĕр-пĕр специальность илсе ĕçе вырнаçасси. Анчах та унпа пĕрлех кашни арçынăн хăйĕн тивĕçне пурнăçламаллине те манас çук. Çар ретне тăмашкăн Артур пачах та хирĕç мар. Вĕренекен спортпа питĕ туслă. Вăл футбол вăййине кăмăллать. Тавăт шкулне куçнăранпах унпа кăсăкланать. Командăра та чи маттуррисенчен пĕри.
Дмитриев Элĕкре мини-футболла выляссипе те ăста. Тавăт ял тăрăхĕн чысне хÿтĕлет çамрăксемпе пĕрле.
Спортра кăна мар, вĕренÿре те тăрăшулăх кăтартма пултарать вун çиччĕри Артур. Кашни предметах кăмăллать, анчах та чи юратнисенчен – физика, общество, физкультура, математика тата ОБЖ предмечĕсем. Сăмахран, çиччĕмĕшпе саккăрмĕш классенче биологипе те олимпиадăсене хутшăннă. Физкультурăпа иртекен ăмăртусенчен те пăрăнман. А.Дмитриевăн шăллĕ Никита кăçал иккĕмĕш класс пĕтерет. Амăшĕ ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче санитаркăра вăй хурать. Ашшĕ ют облаçсене ĕçлеме çÿрет.
Дмитриевсем выльăх-чĕрлĕхне нумай тытаççĕ. Кашни ĕçе тулли кăмăлпах пурнăçлать Артур. Çуллахи вăхăтра мотоблока алăран вĕçертмест. Кĕçĕнни те аслинчен вĕренсе пырать. Ÿссен пиччĕшĕ пек маттур пулма ĕмĕтленет.
Артурăн ĕмĕчĕсем те çутă: аслă пĕлÿ илес шухăша пуçран кăлармасть.
А.СИЛИВЕСТРОВА.