АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур ĕмĕр ытла юнашар

06 июня 2012 г.

Хитекушкăнь ялĕнчи Поклаковсен çемйинче юбилей уявне анлăн паллă турĕç. Кил хуçи хĕрарăмĕ Татьяна Емельяновна 80 çул тултарчĕ. Ăна тăванĕсем, ял-йыш, пускилĕсем, ачисем, мăнукĕсем ăшшăн саламласа çирĕп сывлăх, тулли ырлăх сунчĕç.Татьяна Емельяновна Тури Вылă ялĕнче çуралнă. Çичĕ çул вĕреннĕ хыççăн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашра вăтам пĕлÿ илет. Лайăх вĕреннĕскер Калининăри педагогика училищине кайса кĕрет. Татьяна кунта пĕр çул вĕреннĕ хыççăн училищĕне хупнă. Кунти вĕренекенсене Шупашкарти тата Канашри учительсен институтне яраççĕ. Татьяна – Канашри институтăн филологи уйрăмĕн иккĕмĕш курс студентки.

1951 çулта Татьяна Емельяновна вырăс чĕлхипе литература учителĕн дипломне илет. Çутĕç министерствин направленийĕпе Тавăтри 8 çул вĕренмелли шкулта ĕçлеме тытăнать. Пилĕк çул вăй хунă хыççăн хăйне кăмăла каякан яша – Хитекушкăнь ялĕнчи вăрăм та илемлĕ, сăпайлă Аркадий Поклакова тĕл пулать. Астăватăп-ха хитекушкăньсем Тури Вылăна вăйлă туйпа кайнăччĕ. Халĕ вĕсем мăшăрланнăранпа 56 çул та çитрĕ. Татьяна Емельяновна Тавăт шкулĕнче ĕçлесех тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Эпĕ унпа пĕрле 13 çул ĕçлерĕм. Директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕнче ĕçленĕ май унăн урокĕсенче сахал мар пулнă. Вăл вĕренекенсене вырăс чĕлхипе литературине юратма, тĕрĕс çырма, калаçма вĕрентетчĕ, чылайăшĕ кайран филологсем пулса тăчĕç, тĕрлĕ шкулсенче пĕлÿ параççĕ.

Татьяна Семенова 36 çул пĕр улшăнмасăр шкулта ĕçлерĕ. Мăшăрĕ Аркадий Христофорович Тавăт ял канашĕн ертÿçинче, «Таутово» колхоз председателĕнче, районти çыхăну узелĕн начальникĕнче вăй хурать. Мăшăрсем виçĕ ывăлпа пĕр хĕре пурнăç парнелеççĕ. Аслă ывăлĕпе хĕрĕ амăшĕн профессине суйласа илнĕ. Анна Аркадьевна Тавăт шкулĕнчех кĕçĕн классене пĕлÿ парать.

Сакăр вуннăран иртнĕ ватăсене мăнукĕсен кун-çулĕ кăсăклантарать. Вĕсем çиччĕн. Ольгăпа Дмитрий Бурмистровсем (хĕрĕн ачисем) аслă шкул пĕтернĕ, ĕçлеççĕ. Аслă ывăлĕн хĕрĕ пуçламăш класс учителĕ, вăталăх ывăлĕн ачи инженер-строитель. Кĕçĕн ывăлĕн Аркадийĕ аслă шкулта вĕренет, хĕрĕ аслă пĕлÿ илнĕ, ĕçлет. Тепĕр мăнукĕ Татьяна сывлăх ĕçченĕ, аслă пĕлÿ илессишĕн тăрăшать.

Татьяна Емельяновнăпа Аркадий Христофоровичăн наградăсем нумай. Хастар мăшăрсем вĕсене вăрçă çулĕсенче тата мирлĕ вăхăтра вăй-хала шеллемесĕр ĕçлесе çĕнсе илнĕ.

В.ЕГОРОВ,

обществăлла

корреспондент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика