АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăлĕпе пуян, ĕçĕпе аван

06 июня 2012 г.

Мăн Тукташра кĕрленĕ туй чылайăшĕн асĕнче юлчĕ. Туй арăмĕсем такмак хыççăн такмак каларĕç. Курма пынисем нумаййăн. Кĕрÿ пуласси ялти ятлă каччă. Хĕрне те тиркемелле мар, йăрăс пÿллĕ вăл, сăнĕ-пичĕ çырла пек. Мăн Тукташ хĕрĕпе Зойăпа Ураскилт каччи Герман килĕшÿллĕ мăшăр пулчĕç.

Иккĕшĕ те ĕçшĕн хыпса çуннипе палăрса тăчĕç. Пĕррехинче Кĕçĕн Тукташ уйĕнче ял çыннисем çĕр улми кăларатчĕç. Пысăк йышра Зоя та пур. Ача кĕтет пулин те пуç çĕклемесĕр ĕçлерĕ вăл. Сасартăк аптраса ÿкнĕ те Ураскилт больницине çуранах утнă. Çав кунхине çут тĕнчене арçын ача – Эдик килнĕ.

Тĕпренчĕкĕ кăшт аталансанах уй-хир ĕçĕсене хутшăнма пуçларĕ çамрăк хĕрарăм. Эдика та пĕрлех илсе çÿретчĕ. Çапла амăшĕпе пĕрле çÿресех çитĕнчĕ арçын ача. Часах хăй те ĕçе хутшăнма пуçларĕ. Эдик Козлов лăпкă та тимлĕ ачаччĕ. Лашапа çÿреме юрататчĕ. Уя, халăх ĕçленĕ çĕре, чей илсе тухатчĕ. Яра куна пур çĕре те çитетчĕ. Утă çулнă тата пуçтарнă, каярах тырă вырнă çĕрте, йĕтем çинче те пулатчĕ Эдик. Утă-улăм пухса кĕртме те хутшăнатчĕ. Каникул вăхăтĕнче нихăçан та ахаль ларман. Шкултан вĕренсе тухсан тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçларĕ Эдик Козлов. Салтак аттине хывнă хыççăнах Чăваш ял хуçалăх институчĕн студенчĕ пулса тăчĕ. Аслă шкула ăнăçлă пĕтерчĕ Ураскилт каччи, инженер-механик дипломне илчĕ.

1995 çулта унăн амăшĕ йывăр чирлесе ÿкнĕ. Хăйне больницăна илсе кайнă чухне вăл ывăлне çапла каласа хăварнă:

– Эдик, эпĕ текех киле килейместĕп. Санăн телейлĕ пурăнмалла, ыр курмалла пултăр. Çемьеллĕ, ача-пăчаллă пул, – тенĕ.

Çын пуласси ачаранах паллă. Эдуард Германович пурнăçра сулмаклă утăмсем тăвать. Ял çыннисен шанăçне те тивĕçрĕ. Ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçинче ĕçлерĕ. Халĕ акă вăл Ураскилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать.

Мăшăрĕпе Ольăпа виçĕ ача пăхса ÿстереççĕ. Козловсен ачисем шкулта тăрăшса вĕренеççĕ.

Ливерий ФЕДОРОВ,

Ураскилт ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика