09 июня 2012 г.
Питĕшкасси шкулĕнчи ачасен те, ыттисенни пекех, каникул кунĕсем пуçланнă. Апла пулин те 4-8 классенче вĕренекенсем килте лармаççĕ, практика вăхăтне пĕрле ирттереççĕ.Ятарлă график тунă. Унпа килĕшÿллĕн ачасем шкула килеççĕ, пахча-çимĕçсене шăвараççĕ, çум курăкран тасатаççĕ. Чечексене те пăхаççĕ. Тĕрлĕ çулсенчисем ирхи сакăр сехет çурă валли çитеççĕ те ĕçе пикенеççĕ. Мĕн палăртнине пурнăçласан киле каяççĕ. Кăнтăрлаччен çеç ĕçлеççĕ ачасем. Ун хыççăнхи вăхăта вара кашни хăйне май ирттерет: пĕрисем пĕве хĕрне пулла анаççĕ, теприсем кил таврашĕнчи вак-тĕвек ĕçсемпе аппаланаççĕ.
Унчченхи çулсенче шкул çумĕнчи лагерь ĕçленĕ, кăçал вĕренÿ учрежденийĕн тăррине строительсем юсанăран ăна уçман. Çавах та уншăн ÿкĕнмеççĕ ачасем, чи кирли вĕсемшĕн каникул кунĕсене усăллă ирттерни, ĕçе хăнăхни.
– Пире пĕрле чух кичем мар, – терĕç 5-мĕш класс пĕтернĕ Олеся Петровăпа Ирина Давыдова тата 9-мĕш класа куçнă Анастасия Чебакова (ÿкерчĕкре).
Каникул кунĕсенче вĕренекенсем тăван тавралăх пуянлăхĕпе киленме те вăхăт тупĕç.
Ю.КОРНИЛОВ.