09 июня 2012 г.
Вăхăт шав малаллах ăнтăлать. Яланах таçта васкать вăл, вăйпах хăйĕн хыççăн туртать. Кĕçех авă ватлăх алăкран шаккать. Аллă урлă каçнине утмăлтан иртнине те сисместĕн. Çамрăк чухне пуласлăха ачасенче куратпăр, канлĕ ватлăх çинчен ĕмĕтленетпĕр. Мĕн шухăшлани пурнăçа кĕрсен хĕпĕртетпĕр. Кĕтмен çĕртен инкек пулсан чуна йывăр шухăшсем пусаççĕ.– Инкек тем хушăрах тупрăм. Килте ĕçлесе çÿренĕ вăхăтрах хăрах урана пĕçертсе ятăм. Пĕр уйăх ĕнтĕ шар курнăранпа, нимĕн те ĕçлейместĕп. Юрать-ха Алина хĕрĕм тухтăр, вăл пăхса тăрать, – терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
Анаткас Çулавăç ялĕнчи Зоя Вениаминовна Павлова уçă кăмăллă çын пулни палăрчĕ. Вăл хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарма пачах та хирĕç пулмарĕ. Сăмах çăмхине майĕпен сÿтрĕ те сÿтрĕ.
– Çак яла ăнсăртран евчĕ тимленипе лекрĕм. Шăпи вара хытах тĕрĕслерĕ мана. Хуйхи-суйхи тупăнсах пычĕ, – терĕ Муркаш районĕнчи Йÿçкасси хĕрĕ пулнăскер.
Зоя çирĕмрен иртсен Анаткас Çулавăçа качча килнĕ. Çамрăк мăшăр виçĕ ачана кунçул парнелет. Анчах вĕсене иккĕшĕн пĕрле пăхса ÿстерме тÿр килмен. Кил хуçи арçынĕн ĕмĕрĕ кĕске пулать. Çамрăк хĕрарăм вăтăр тăваттăрах упăшкасăр юлать. Хунямасемпе пурнăç тытма çăмăл килмен Зоя Вениаминовнăна.
Кĕçех Çулавăçри Виталий Самохваловпа пурнăç урапине кустарма пуçлаççĕ. Кунсем, çулсем иртсе пынă май Алина, Оля хĕрĕсене те шыраса тупаççĕ вĕсем. Çемье пилĕк ачаллă пулса тăрать.
– Иккĕмĕш упăшкана пачах та хурламастăп. Ĕçчен арçын пулчĕ. Пур ĕçе те тытса тума пултарать, – терĕ калаçма ÿркенмен Зоя Павлова.
Çемье урама тăрăхла пысăк çурт çĕкленĕ. Юлашки вăхăтра кăна-ха унта пурăнма куçнă. Урам алăкне те çĕнетнĕ. Курăнать, çемье вăхăта усăсăр ирттермест, ÿсĕмсем те тăвать. Паллах, тăрăшмасăр, вăй хумасăр нимĕн те пулмасть. Зоя Вениаминовна, ял хуçалăх ĕçĕсенче пĕр уйрăлмасăр вăй хунăскер, иртнĕ çул утмăл çулхи менелникне паллă тунă. Çапах канса пурăнас шухăшĕ çук-ха унăн. Виçĕ ĕне, виçĕ пăру, пĕр вăкăр, сысна, сурăхсем, кайăк-кĕшĕкне те йышлă усраççĕ.
Виçĕ хĕрне качча панă Зоя Павлова. Борис ывăлĕ Мускава ĕçлеме çÿрет.
Зоя Вениаминовна килĕнче ултă мăнукĕ пур. Иккĕшĕ шкула çÿреççĕ пулсан, тăваттăшĕ пĕчĕкрех-ха. Вĕсемпе калаçса хавхаланать, кăмăлне уçать хура-шур курнă хĕрарăм.
С.СВЕТЛОВА.