АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Стройкăран пуçласа учителе çити

09 июня 2012 г.

Ĕмĕр сакки сарлака теççĕ. Çак сăмахсене ватă çынсемпе тĕл пулса калаçмассерен аса илетĕп. Ирĕксĕрех куç умне ĕлĕкхи йывăр пурнăç, вăрçă вăхăтĕнчи асап-терт тухса тăрать.Кĕçĕн Тăванта 1941 çулта учительсен çемйинче çуралнă Электрина Кирилловна та хăйĕн ĕмĕрĕнче сахал мар хуйхă-суйхă курнă. Сакăр ачаллă кил-йышра ÿссе çитĕннĕ вăл. Анчах та паянхи куна ачасенчен виççĕшĕ кăна пурăнать. Шăпăрлансем пĕчĕклех çут тĕнчерен уйрăлнă.

Электрина Кирилловнăн ашшĕ шкул директорĕнче ĕçленĕ. Кĕçĕн Тăванта шкул та çĕкленĕ вăл. «30-40 лашасемпе аякран пĕренесем турттарса килетчĕç. Йывăçран купаланă шкул паянхи кун та ларать», – аса илсе пуплерĕ вăл. Амăшĕ учитель пулнă. Çавна май Э.Гурьева та вĕсен çулĕпех кайма шутлать. Кĕçĕн Тăванта çичĕ класс вĕреннĕ хыççăн Элĕке куçать. Унта вунă класс пĕтерет. 1958 çулта хĕр ачан специальноç илме вăхăт çитет. Ашшĕпе амăшĕн çулне суйласа илет. Учителе вĕренсе тухать. Шел пулин те, пĕрремĕш çулах конкурспа вĕренме кĕреймест. Тепĕр икĕ çултан çеç аслă вĕренÿ заведенийĕн алăкне уçма май килет. Çав икĕ çулта Электрина Кирилловна ахаль пурăнмасть. Вăл Шупашкарта стройкăна ĕçлеме вырнаçать. Çавăнпа пĕрлех вĕренÿ пирки те манмасть. Вĕренме кĕме тĕплĕн хатĕрленсе пурăнать. Телее, 1960 çулта, вĕрентекенсен хĕр ачи Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи филологи факультетне аслă пĕлÿ илме кĕрет. Пилĕк çултан чăваш тата нимĕç чĕлхисене вĕрентекен специальноçпа диплом алла илет. Ăна валли Кĕçĕн Тăванта ĕç вырăнĕ тупăнать. Амăшĕ тивĕçлĕ канăва тухнă май Электринăна хăйĕн вырăнне хăварать. Çапла унăн майĕпен пурнăç та майлашăнса пырать.

1963-мĕш çулта, Электрина студент чухне, пĕр ял каччипех çемье çавăраççĕ. Шкул сукмакĕнченех туслă пулнăскерсем пĕр-пĕринчен уйрăлас темеççĕ. Ĕмĕрĕпех пĕрле пурăнса ирттерме сăмах парса пĕрлешеççĕ вĕсем. Михаил Гурьевичпа виçĕ ачана кун çути парнелеççĕ. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр пĕрин хыççăн тепри тĕрĕс-тĕкел ÿссе пыраççĕ.

Электрина Кирилловнăн таçта та ĕçлеме тивнĕ. Мăшăрĕпе пĕрле пĕр вăхăт Муркашра та пурăннă. Вăл вăхăтра çамрăк арăм библиотекăра ĕçленĕ. Темиçе çултан Гурьевсем Элĕк районне таврăнаççĕ. Михаил Гурьевич Дубовски поселокĕнчи Пенькозавода ĕçе вырнаçать. Унăн мăшăрĕ садикре тăрăшма пуçлать. Çамрăксене пурăнма хваттер те уйăрса параççĕ. Пĕр вăхăт унта ĕçлесе пурăннă хыççăн мăшăрсем тăван яла таврăнаççĕ. Унтах тĕпленеççĕ.

Гурьевсен каллех çĕнĕ пурнăç пуçланать. Электрина Кирилловнăн мăшăрĕ Свердлов ячĕллĕ хуçалăха вырнаçать. Хăй вара шкултах ĕçлет, чăваш тата нимĕç чĕлхисене вĕрентет. Çулсем иртнĕ май çамрăк вĕрентекен кĕçĕн классемпе ĕçлеме пуçлать. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех шкулта пĕлÿ парать. Мăшăрне – Михаил Гурьевича – колхоз председательне лартаççĕ. Вăл та ĕмĕрĕпех унта тимлет. Ял халăхĕшĕн тăрăшса колхоза çĕклессишĕн тимлет.

Халĕ Электрина Кирилловнăн мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ватлăхра пĕччен мар вăл, кил-çурт нихăçан та пушă лармасть. Хĕрĕпе ывăлĕсем тата мăнукĕсем кунтах тăрмашаççĕ.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика