АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хире савсассăн чĕререн

09 июня 2012 г.

Мана çамрăклах ял пурнăçĕ, унăн хастар çыннисем тыткăнларĕç. Çавăнпах шкул саккинчен аннипе пĕрлех водитель профессине суйласа илтĕм. Кĕçех тракторист правиллĕ те пултăм. Техника штурвалĕ умне ларнăччĕ кăна салтака кайма ят тухрĕ. Çар тивĕçне икĕ çул Германи çĕршывĕнче пурнăçларăм. Яла таврăнсанах техника шанса пани хăпартлантарчĕ. Чăнах та, тÿрĕ кăмăлпа тăрăшсах ĕçлерĕм уй-хирте. «Молния», «Токташи» хуçалăхсем юхăнса арканнă хыççăн пĕр вăхăт ĕçсĕр тăрса юлтăм. Мĕнех тăвăн, манăн та чылайăшĕсем пекех, «шапашка» çулне якатмалла пулчĕ. Тăван кĕтесрен аякра алă вĕççĕн мар, техникăпах ĕçлеме тÿр килчĕ.

Ураскилтре çĕнĕ общество – «Золотое Руно» йĕркеленсен çавăнта ĕçлеме чĕнчĕç. Халĕ виççĕмĕш çул механизаторта вăй хуратăп. Тÿрех çĕнĕ техника шанса пани кăмăла çĕклерĕ. Обществăра Т-150 тата «Беларусь» тракторсем икшер шутланаççĕ. Тăватă единица техникăна Николай Артемьевпа пĕрле ĕçлеттеретпĕр. Хуçалăхра сухалакан çĕрсем хальлĕхе 850 гектар йышăнаççĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсене вара 300 гектар çинче ирттертĕмĕр. Элита çурхи тулăна акса хăвартăмăр. Ку ĕçре обществăна Анатолий Антонов механизатор пысăк пулăшу пачĕ. Вăл акара хăйĕн техникипе ĕçлерĕ.

Николай МИХАЙЛОВ,

«Золотое Руно» общество механизаторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика