15 июня 2012 г.
Чăваш Сурăмĕнчи Евгений Ефимов учитель Раççей историйĕн çулталăкне халалласа «Манăн несĕл йывăçĕ» конкурс йĕркеленĕ. Шăпăрлансем 32 ĕç тăратнă. Çĕнтерÿçĕсене виçĕ ушкăнпа палăртнă. 1-4 мĕш классен йышĕнче Чăваш Сурăм шкулĕнчи Анастассия Александрова пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. 5-7-мĕш классен ушкăнĕнче малти вырăна Оксана Романовăн ĕçĕ йышăннă. 8-11 мĕш классен ушкăнĕнче Галина Арсентьева пĕрремĕш вырăна тухнă.
– Ачасем ĕçсене кашни хăйне евĕр хатĕрленĕ. Йăхĕнчи тăванĕсене хĕвелпе, пан улмисемпе, хăмпăсемпе палăртнă. Вĕренекенсен тавра курăмĕ анлă пулни сисĕнчĕ, – терĕ Евгений Львович.
Вăл çитес вĕренÿ çулĕнче те çĕнĕ конкурс йĕркелесшĕн.
И.АЛЕКСЕЕВА.