15 июня 2012 г.
Килти хуçалăх пирки сăмах пуçарсан тÿрех иртнĕ çулсене аса илчĕ Кайри Хирлеп Тени ялĕнчи Василий Тойдеряков.
– Икшер-виçшер сысна усраттăмăр. Ĕнесĕр те пурăнман. Хур-кăвакалĕ, чăххи-чĕппи те картишĕ тулличчĕ, – терĕ çитмĕл ултă çула çитнĕскер.
Выльăх-чĕрлĕх йышлă усрама май пулнин сăлтавне те хăех уçса пачĕ.
– Мăшăрпа иксĕмĕр те «Прогресс» хуçалăх ĕçĕсенчен уйрăлман. Çавăнпа тырри-пуллине, утă-улăмне, çĕр улмине, кăшманне те ытлă-çитлех паратчĕç, – савăнсах калаçрĕ Василий Елисеевич.
«Прогресс» хуçалăхра вăл пурнăçламан ĕç юлман та тейĕн. Шут ĕçĕнче тăрăшнă, уй-хир бригадине ертсе пынă, кладовщик шанăçне те тÿрре кăларнă. Мăшăрĕ Мария Александровна та кулленех ĕçе васканă. Çур аки умĕн вăрлăха ядохимикатсемпе имçамланă çĕрте уйрăмах пысăк хастарлăх кăтартнă вăл. Тăрăшуллă хĕрарăма пархатарлă ĕçĕшĕн «Хисеп палли» орден парса чыс тунă.
Кил хуçи арçынĕ Василий Елисеевич хăй ĕмĕрĕнче пурнăçа икĕ хутчен чĕртме тÿр килнине те асăнчĕ. Çемьери ывăлсенчен асли пулнă май, авланнă хыççăн унăн тĕп килтен уйрăлса тухма тивнĕ. Кил-çурт çавăрма тÿрех вăй çитерейменрен çамрăк çемье Çĕпĕре Тюмень облаçне çитиех куçса каять. Кунта çичĕ çул ĕçлесе пурăнаççĕ. Çав тапхăрта çĕнĕ çурт-йĕр çавăраççĕ. Хĕрпе ывăла кун çути парнелеççĕ. «Тулăх пурнăç тунăччĕ, анчах чун туртăмĕ пулмарĕ кунти вырăна», – каласа пачĕ Василий Тойдеряков.
Икĕ ачаллă çемье тăван кĕтесех таврăнать. Çавăнта тепĕр хут ăшă «йăва çавăраççĕ» вĕсем. Виççĕмĕш пепкене те тупаççĕ.
Çулсем иртнĕ май, çыннăн вăй-халĕ чакать, сывлăхĕ те хавшать. Василий Елисеевич та, авă, мăшăрĕ чирленĕшĕн пăшăрханать. Вера хĕрĕ, медицина сестри, сиплесе тăни кăна шанăç кÿрет арçынна.
Савнă мăшăрĕ хĕрĕпе кĕрÿшĕ патĕнче пурăннăран пÿрчĕ пушансах юлнăн туйăнать кил хуçине. Выльăх-чĕрлĕх картишĕ те палăрмаллах çаралнă. Ĕнепе сурăхне, сыснине те усрама пăрахнă Василий Тойдеряков. Çапах сĕт, аш-какай çимесĕр пурăнмасть.
– Шупашкарта пурăнакан ывăлăм Етĕрнерен качака илсе килсе пачĕ, – хавхалансах калаçрĕ çитмĕл улттăрискер.
Вăл шăмшакĕ хытса ларнипе, çан-çурăмĕ ыратнипе чылай аптраса пурăннă, больницăра та сипленнĕ-ха, анчах уссине питех туйман. Качака сĕтне ĕçме пуçласан вара сывлăхĕ палăрмаллах лайăхланнă, кĕлетки те сурса ыратма пăрахнă, пурнăçĕнче хавхалану туйăмĕ те çуралнă.
Качака сĕчĕ ăна куç курассине те лайăхлатма пулăшнă. Маларах вăл куçлăхпа кăна вуланă пулсан, юлашки вăхăтра ăна тăхăнма пăрахнă.
С.СВЕТЛОВА.