20 июня 2012 г.
Элĕк районĕнчи потребительсен обществин хуçалăхĕ пысăк. Вăл Элĕк тата Çĕмĕрле районĕсен территорийĕсенче суту-илÿ, хатĕрлев, производство, общество апатланăвĕн, пулăшу ĕçĕсене йĕркелесе тăрать. Плансене çулсерен ăнăçлă тултарать. Ÿсĕмсем курăмлă: райпо Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче кăна мар, çĕршывра та лайăххисен йышĕнче. Сĕт, эмел курăкĕсем пухассипе республикăра темиçе çул малта. Ытти отрасльсем те аталансах пыраççĕ. Паллах, пысăк хуçалăха паянхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçлĕ шайра тытса тăма вăй нумай хума тивет.
Акă Чăвашпотребсоюз ирттерекен экономика ăмăртăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе Элĕк райповĕ обществăлла апатланăва аталантарассипе кăçалхи пĕрремĕш кварталта малти вырăна çĕнсе илме пултарнă. Пĕтĕм Раççейри «Уй-хиртен лавкка сентри таран» семинар-канашлăва лайăх ирттернĕшĕн тата хатĕрлеври, производствăри ÿсĕмсемшĕн Центросоюз канашĕн Дипломне тивĕçнĕ. Элĕк райпо канашĕн председательне, ЧР йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес сферăри тава тивĕçлĕ ĕçченне Юрий Харитонова районта иртнĕ Акатуйра чысларĕç. Вăл ÿлĕмрен те палăртнă тĕллевсене пурнăçа ăнăçлă кĕртсе пыма шантарчĕ.
Ю.КОРНИЛОВ
сăн ÿкерчĕкĕ.