20 июня 2012 г.
Калани тÿрре килет, ĕмĕтленни пурнăçланать. Çакна ваттисен хăйне евĕрлĕ каларăшĕ темелле-тăр. Элĕк салинче пурăнакан Надежда Александровна Андреевăпа курнăçсан çакна тепĕр хут ĕнентĕм. Яланхиллех çемье, пурнăç çинчен калаçу пуçартăмăр. Сăмах хăй тĕллĕнех ачасем çине куçрĕ.Андреевсем виçĕ тĕпренчĕке пăхса ÿстереççĕ. Карина çиччĕре пулсан, Артурпа Артем виççĕрен кăшт çеç иртнĕ. Кĕлетке çÿллĕшĕпе пĕр пек вĕсем. Тум-тирĕ те пĕр евĕрлĕрех. Йĕкĕреш пулнине пĕрре пăхсах тавçăрма пулать.
– Йĕкĕрешсем пулсан та пачах расна вĕсем. Кашнин уйрăмшар тус, – терĕ Надежда Андреева.
Сăнран пăхсан уйрăмлăхĕ пурах арçын ачасен. Çăмăллăнах пĕр-пĕринчен уйăрма пулать. Кăмăлĕсем те расна йĕкĕрешсен. Надежда Александровна пĕлтернĕ тăрăх, Артем хăвăртах çиллине ирттерсе ярать. Артур вара кунĕпе калаçмасăр çÿреме пултарать. Çавăн пекех Артем ытларах килте Карина аппăшĕпе вăйă выляма тăрăшать. Артур пĕчченлĕхре ларма юратать. Тĕрлĕ кĕнеке тишкерет.
– Пĕр-пĕринсĕр ялан тунсăхлаççĕ. Пĕри килте çук пулсан, тепри каллĕ-маллĕ утать, хăйне валли вырăн тупаймасть. Чир-чĕр те пĕр харăсах çакланать йĕкĕрешсене, – тăсать калаçăвне çамрăк хĕрарăм.
– Варта йĕкĕрешсем тĕвĕленни çамрăк çемьешĕн кĕтменлĕх пулмарĕ-и;
– Тĕрĕссипе каласан, йĕкĕрешсем çинчен мăшăрланичченех ĕмĕтленнĕ. Хĕр чухнех качча кайсан йĕкĕрешсем çуратасчĕ теттĕм, – тăсать калаçăвне 27-ри хĕрарăм.
Ĕмĕтленни пурнăçа кĕнĕ Надеждăн. Ун пек пулмасăр та пултарайман. Эраст Владимирович енчен те амăшĕсен йăхĕнче йĕкĕрешсем пулнă. Надеждăн ашшĕпе амăшĕн раттинче те иккĕ тата виççĕмĕш сыпăксенче пĕр харăсах икĕ ача кун çути курнă тĕслĕхсем пур.
Йĕкĕрешсене пăхма паллах çăмăлах мар. Надеждăна пĕчĕк шăпăрлансене асăрхама мăшăрĕ те, ашшĕпе амăшĕ те пулăшнă. Карина хĕрĕ те май килнĕ таран ачасене асăрханă. Паян та вăл ашшĕ-амăшĕшĕн чăн-чăн пулăшуçă вырăнне. Надежда Александровна райпо тытăмĕнче сутуçăра тимлет, Эраст Владимирович улма-çырла комбинатне ертсе пырать. Çавăн пекех Н.Андреева тепĕр аслă пĕлÿ илет. Экономикăпа менеджмент енĕпе ăс-хакăлне ÿстерет.
Эльвира КУЗЬМИНА.