23 июня 2012 г.
Карачура ял вулавăшĕ Ираида Васильевна Кирилловăшăн иккĕмĕш кил пулса тăнă, мĕншĕн тесен вăл кунта вăтăр пĕр çул ĕçлет. Хĕрарăм çав çулсенче нумай улшăну тума пултарнă. Ял халăхĕшĕн вулавăш юратнă вырăн пулса тăнă. И.Кириллова вулакансене миçе кĕнеке паман-ши; Ачасемпе аслисем валли ирттернĕ мероприятисен шучĕ çук.
Ираида Васильевна вулакансемпе çыхăнса ĕçленĕ май çакна аван ăнланса илнĕ: ăшă сăмах, ырă канаш пурне те кирлĕ. Ун патне уйрăмах кĕçĕн классенче вĕренекенсем туртăнаççĕ. Вĕсем валли библиотекарь тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттерет. Çавăн пекех литература каçĕсем, интереслĕ çынсемпе тĕл пулусем тăвассине йăлана кĕртнĕ. Çĕнĕ кĕнекесене те презентацилет.