АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшу витĕмлĕ пулĕ

23 июня 2012 г.

Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей регионсен аталанăвĕн министрĕпе Олег Говорунпа тĕл пулнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче Çĕнĕ Шупашкарта «Йăлари хытă каяшсене ĕçлесе хатĕрлесси тата тĕп тăвасси» приоритет инвестици проектне пурнăçлама 2012 çулта РФ Инвестици фончĕн бюджет укçи-тенкине уйăрас малашлăха сÿтсе явнă.

Тепĕр тема – Канаш хулине, монохулана, пулăшасси. Михаил Игнатьев Олег Говоруна хальхи вăхăтра Канаша модернизацилемелли Комплекслă инвестици планĕ туса хатĕрленине каласа панă. Ăна пурнăçа кĕртни хула йĕркелекен предприятисене пĕр тикĕс аталантарассине тивĕçтерĕ, ĕçлекенсен йышне ÿстерĕ, вĕсен тупăшĕсен шайне пысăклатĕ.

Республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тата тепĕр ыйту – Федерацин «2011-2017 çулсене йышăннă «Таса шыв» тĕллевлĕ программи» тата ăна Чăваш Республикин территорийĕнче пурнăçласси. Палăртса хăварар: Чăваш Ен 2005 çултанпа Раççей Федерацийĕнче пуçласа республикăн «Чăваш Республикинчи халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси» тĕллевлĕ программине пурнăçлама тытăннă. 2005-2011 çулсенче программăпа пăхнă мероприятисене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 3 млрд тенкĕ ытла уйăрнă.

Çавăн пекех Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, çамрăк çемьесем тата граждансен ытти категорийĕ валли пурăнмалли çурт-йĕр тăвас темăна та сÿтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика