АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хиртен татăлмасть

23 июня 2012 г.

Мăн Тукташ ялĕнчи Николай Михайлов «Золотое Руно» обществăра вăй хурать, механизатор шутланать. «Техникăна ĕçлеттерессипе чăн ăста», – теççĕ ун пирки йышра. Вăл шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Çĕмĕрлере водитель профессине илнĕ.– Салтака кайма ят тухсан Германи çĕршывне лекрĕм. Унта та водитель пултăм, – хăйпе паллаштарнă май пĕлтерчĕ кăçал аллă çул тултараканскер.

Çамрăк чухне водитель пулнипех çырлахман-ха, тракторист-машиниста та вĕреннĕ. Çапла майпа Николай Михайлова Мăн Тукташ ялĕнче пур тĕрлĕ техника штурвалне тытма шанаççĕ – «Беларуçпа», гусеницăллă, Т-150 тракторсемпе те ĕçлет. Çур ĕмĕр хушшинче тăван уй-хирти çĕре пайтах хуратнă, шуратнă та вăл.

Шăпах çавнашкал опытлă çын кирлĕ пулнă та «Золотое Руно» обществăна. Халĕ вара кунта тĕрек вырăннех Николай Петрович. Çурхи ака-суха ĕçĕсене хастар хутшăннă, ытларах çĕр хатĕрленĕ çĕрте тимленĕ. Т-150 трактора тухăçлă ĕçлеттернĕ. Çавна май общество ертÿçин Эдуард Павловăн тав сăмахне те тивĕçнĕ. Çур аки иртнĕ – ĕç вĕçленнĕ тееймĕн. Хальхи хĕрÿ тапхăрта механизатора урăх техникăпа – çĕнĕ пресс-подборщикпа ĕçлеме шаннă. Ăна Николай Петрович хăех Кÿкеçрен илсе килнĕ. Иртнĕ çул ĕçлеттерсе те курнă. Агрегат хыççăн пысăк рулонсем выртса юлни хавхалантарнă. Кăçал та утă-улăм чылай тухасса, ăна типтерлĕ пухса кĕртессе шанать. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе пыни хальхи чи çивĕч ыйту пулнине ăнланать опытлă механизатор. Ара уй-хирте суха кассисене сахал хывнă-и вăл; Хăй ĕмĕрĕнче миçе гектар акнă-ши;

– Шутласа кăларма та кирлĕ мар. Çу кунĕнче çĕр çинче ĕçленĕ пулсан, хĕлле вăрмантан йывăç турттарнă. Шартлама сивĕсенче çунтармалли-сĕрмелли материалсем шăнса ларатчĕç, – чылай хыçа юлнă ĕç-хĕлне ума кăларчĕ Н.Михайлов.

Çĕнĕ хуçалăхра çĕнĕлле ĕçлесси – уншăн телей.

С.СВЕТЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика