23 июня 2012 г.
– Тр-р-р! Ну, чарăн урхамахăм, – терĕ урапа çинче ларса пыракан пĕчĕкрех арçын лашине. – Лавккана кĕрсе апат-çимĕç илсе тухам. Хуçине ăнланнăн ун çине çаврăнса пăхрĕ, куçĕнчен тинкерчĕ.
Геннадий Морозов Мăн Вылă ялĕнче пурăнать. 23-ри çамрăк тăван килтех тĕпленме тĕв тунă. Икĕ çул каялла Муркаш хĕрĕпе пĕр çемьене чăмăртаннă та ашшĕ-амăшĕн кил вучахне сÿнтерме шутламан. 87-ри ватă мамаккăшĕ унăн пулăшăвĕпе хÿттисĕр пĕччен епле майпа пурăнтăр;
– Ялти пурнăç килĕшет. Анчах та ĕç çукки ура хурать. Ытларах чухне пĕлĕшсемпе аякри хулана стройка ĕçĕсене пурнăçлама тухса çÿретĕп, – пĕлтерет Геннадий.
Игорь ывăлĕ пилĕк уйăхран çеç иртнĕ-ха. Мăшăрне йышлă выльăх-чĕрлĕхпе пĕрле ватăна пăхма йывăр пуласса аван ăнланнăран çула час-часах тухмасть арçын. Ульянов ячĕллĕ хуçалăха вырнаçнă. Килти урхамахĕпе фураж кăларас ĕçе хутшăнать вăл.
– Ĕç алă çумне çыпăçмасть. Тиркеместĕп ăна, – сăмахлать çамрăк кил хуçи.
Морозовсем икĕ теçетке урлă çеç каçнă пулин те выльăх-чĕрлĕх чĕлхине аван пĕлеççĕ. Картиш туллиех вĕсем. Икĕ ĕне, пăрушĕсем пур. Çулсеренех темиçе сысна тытаççĕ. Хĕл каçа какайпа аппăшĕ-пиччĕшĕсене тивĕçтереççĕ. Чăххисемпе кăвакалĕсем те пĕр картишĕнчех çÿреççĕ. Кроликĕсене валли уйрăм пÿлĕм янтăланă.
– Кролик какайĕ сывлăхшăн усăллă, уйрăмах ватă асаннене шăл çемми. Вĕсене пăхма нумай вăхăт кирлĕ мар, – тăсать калаçăвне 23-ри Гена.
Лаша усрама та кăмăл тунă çемье. Калаçуран Морозовсем вĕлле хурчĕсемпе аппаланнине те пĕлтĕм. Ылтăн хуртсем усрас шухăш Саша пиччĕшĕпе калаçнă хыççăн çуралнă. Пиччĕшĕпе шăллĕ пĕр пулса 5 çул каялла хуртсем туяннă.
– Халĕ те вĕсемпе иксĕмĕрех ĕçлетпĕр. Хамăра тутанмалăх, çывăх çынсене сăйламалăх çителĕклĕ, – ăнлантарать ÿркенменскер.
Генăн пуртă-пăчкă çумне те алли çыпăçать. Ку енĕпе шкул пĕтерсен ятарлă пĕлÿ те илнĕ вăл. Йывăç хăмаран тĕрлĕ япала касса ăсталама вĕреннĕ. Акă тĕпел кукринче те Надя мăшăрĕ илемлетсе касса ывăссемпе, çăкăр упрамалли ятарлă савăтпа усă курать.
Çÿпçине кура хупăлчи тенĕ евĕр çамрăк хĕрарăм та чăн-чăн ал ăсти. Пушă вăхăт тупăнсанах алла йĕппе-çип тытать. Хĕреслетсе тĕрлĕ ереш тăвать. Ĕçĕсем чăннипех те куçа илĕртеççĕ. Илемлĕ кофтăсем сутлăхринчен пĕрре те кая мар.
Эльвира КУЗЬМИНА.