23 июня 2012 г.
Вăрçă ачисен пурнăçĕ савăнăçпа çиçменнине кашниех пĕлетпĕр ĕнтĕ. Юманлăх ялĕнчи Татьяна Степановна Антонова тыл ĕçченĕ çавна тепĕр хут çирĕплетнĕпе пĕрех туйăнчĕ.– Аслă вăрçă кĕрлесе тухнă чухне эпĕ вун икĕ çулта кăна пулнă. Çывăх çыннăмăр фронта кайнине лайăхах астăватпăр. Савнă мăшăрăм, ачасем, сирĕн пата çĕнтерÿпе таврăнатăп, тенĕскере питех те кĕтнĕ пулин те текех кураймарăмăр, – терĕ вăл хурланса.
Çав йывăр вăхăтра амăшне окоп чавма илсе кайнăран ачисемпе пĕрле пулма тÿр килмен. Тăватă шăпăрланăн сивĕ пÿртре выçăллă-тутăллă пурăнма тивнĕ.
Пĕрне, Татьянăна, ашшĕн аппăшĕ хăйсем патне пурăнма чĕннĕ. Çапла вара Вăрнар районĕнчи Хирлеп хĕр ачи Элĕк Енри Юманлăха килет. Кунта вăл çывăх тăванĕн шанчăклă пулăшаканĕ пулать, тĕрлĕ ĕçсене хутшăнма пуçлать. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн ферма хĕрĕ пулса тăрать Татьяна. Анатолий ятлă каччăпа пĕрлешет. Мăшăрсем пурăна-киле хăтлă кил-çурт çавăрнă. Кирпĕчрен купаланă пÿрчĕ пысăк, урам енчен те илемлĕн курăнать. Ача-пăча та çуратса ÿстернĕ Антоновсем. Икĕ хĕрĕпе ывăлне пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ÿссе çитнĕ те аякка «вĕçнĕ» вĕсем, ăшă «йăвисене» те çавăрнă. Анчах та Лена хĕрĕ, Шупашкарти ача садĕнче воспитательницăра ĕçленĕскер, вăтăр виçĕ çултах сасартăк вилет. Унăн тăхăр çулхи Сергей ывăлĕ тăлăха юлать. Арçын ачана кукамăшĕпе кукашшĕ хăйсем çине илеççĕ.
Антоновсен Сергей мăнукĕ ÿссе çитнĕ ĕнтĕ. Вăтам шкултан та вĕренсе тухнă вăл. Халĕ асламăшĕпе иккĕшĕ пурнăç тытаççĕ.
Сакăр теçеткерен иртнĕ ватăн мăшăрĕ юнашар çук ĕнтĕ. Унăн пĕтĕм шанăçĕ – мăнукĕ çинче. Ĕмĕрĕпех ĕçре пиçĕхнĕскер ĕне те усрать.
Елена ТИМОФЕЕВА.